Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Элĕкре – черетлĕ фестиваль

16 марта 2011 г.

Элĕкре халăх пултарулăхне аталантарассипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Кунта тĕрлĕ конкурспа фестиваль ирттересси,  çĕнĕ талантсене тупса палăртасси, вĕсене малашлăха çул уçса парасси йăлана кĕнĕ. «Тивлетлĕ тăван ен» черетлĕ фестиваль иртнĕ эрнере гала-концертпа вĕçленнĕ.

Элĕкри культурăпа кану центрне халăх пултарулăхне кăмăллакан йышлăн пухăннă. Тĕрĕссипе, вăл чăн-чăн уяв пулса тăнă. Унта вырăнти юрă-ташă ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă, ал ăстисен ĕçĕсенчен йĕркеленĕ курав та куракансене килĕшнĕ. Пухăннисем кашни номерех тăвăллăн алă çупса йышăннă. Жюри членĕсем пĕр сасăллă пулса пĕрремĕш вырăна Тавăт ял тăрăхĕнчи пултаруллă артистсем йышăннине пĕлтернĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Тенисем, виççĕмĕшĕнче – Мăн Вылпа Шĕмшеш ял тăрăхĕсем.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика