Алдиаровский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватăсем кăмăллă

25 марта 2011 г.

Ураскассинчи Алевтина Деонидовна Николаева тивĕçлĕ канура. Чылай çул Тăвайри çăкăр заводĕнче тăрăшнă. Ывăлĕн çемйипе пурăнать. “Ял ĕçченĕ” – унăн юратнă хаçачĕ. Тахçантанпах çырăнса илет вăл район хыпарçине. Çак кунсенче ялти хисеплĕ хĕрарăм патĕнче В.Григорьева библиотекарь пулчĕ, вăл малашне хăй кăмăллакан литературăна килнех пырса парассине пĕлтерчĕ.
–Çемйипех вулама юрататпăр. Ольăпа Карина мăнуксем те пĕчĕклех кĕнекепе туслашрĕç. Тавах пире, ватă çынсене, çакăн пек çăмăллăх туса панăшăн. Тепре тĕл пуличчен, ырă сывлăхпа çÿрĕр, – тесе ăсатрĕ Алевтина Деонидовна ырă кăмăллă библиотекаре.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика