Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паллă художника халалласа

25 марта 2011 г.

Чăваш халăх художникĕ Н.К.Сверчков çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа Чăваш Патшалăх ÿнер музейĕнче “Илемлĕх традицийĕсем тата музей” темăпа наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ.
Конференцие пирĕн ентеш, ÿнер музейĕн директорĕ Г.В.Козлов уçрĕ. Ун хыççăн ЧР культура, наци ĕçĕсен, информаци политикипе архив ĕçĕн министрĕ Р.М.Лизакова Н.К.Сверчковăн Чăваш Республикишĕн тунă пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕсем çинче чарăнса тăчĕ.
Конференцие уçнă самантра çавăн пекех Раççей Художество Академийĕн членĕ Р.Ф.Федоров художник, Чăваш художникĕсен союзĕн председателĕ В.А.Кузьмин тухса калаçрĕç. Тăвай енрен мана та сăмах пачĕç. Историпе мемориал халăх музейĕ республикăн культура аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăннине тата Н.К.Сверчковпа М.С.Спиридонов художниксен картинисемпе вĕсен ĕçĕсен куравĕсем çинче чарăнса тăтăм.
Пленарлă ларура ÿнер музейĕн сотрудникĕсем Т.В.Краснова, Г.Н.Иванов, Г.Г.Исаев, Чăваш халăх художникĕ Н.П.Карачарсков, Шупашкарти художество училищин преподавателĕ И.К. Купураков тата ыттисем те тухса калаçрĕç. Н.К.Сверчковăн усрав хĕрĕ Зоя Константиновна Кузьмина тухса калаçни мана уйрăмах тыткăнларĕ. Никита Сверчковăн Алтай тăрăхĕнчи пурнăçĕнчен пуçласа юлашки кунĕчченех аса илмеллисем нумай пулчĕç унăн.
Тăхтав чухне З.К.Кузьминапа тата ывăлĕпе тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ. Вĕсем Енĕш Нăрваша, Сверчковпа Спиридонов çуралса ÿснĕ вырăнсене, çу кунĕсенче çитсе курма кăмăл туни çинчен пĕлтерчĕç.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика