Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулăçсен конкурсĕ

25 марта 2011 г.

Мартăн 20-мĕшĕнче Енĕш Нăрваш ялĕ çывăхĕнчи Нăрваш юхан шывĕ çинче пăр айĕнчен пулă тытассипе ăмăрту иртнĕ. Ăна сунарçăсемпе пулăçсен “Канашское” обществăлла организацийĕ йĕркеленĕ. Ăмăртăва Тăвайпа Канаш районĕсенчен 47 пулăç хутшăннă. Пирĕн районтан А.Н.Моряков ертсе пыракан пулăçсен команди тупăшнă.
“Чи нумай пулă тытни” номинацире Канаш хулинче пурăнакан А.Н.Иванов çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Вăл 44 пулă тытма пултарнă. Пăра чи хăвăрт шăтарассипе те ăмăртнă. Тăвай районĕнчи Тушкил ялĕнчен пынă Александр Маргушов пулăçă çакна 12 çеккунтрах тума пултарнă. Чи çамрăк пулăçа та палăртнă, вăл – А.С.Константинов (Енĕш Нăрваш ялĕ). Чи аслă ÿсĕмри пысăк стажлă пулăçă – В.А.Севастьянов (Канаш хули).
Канашри общество председателĕ Н.И.Краснов тата обществăн Тăвай ен хуçалăхĕнчи аслă егерь В.Е.Сорокин çĕнтерÿçĕсене асăнмалăх призсем парса хавхалантарнă. Пăр çинчи уяв костер умĕнче йăлана кĕнĕ пулă шÿрпипе вĕçленнĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика