Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сезон вĕçленмен-ха

25 марта 2011 г.

Ялти спорт вăййисене хутшăнса пирĕн хоккеистсем Çĕнĕ Шупашкарти “Сокол” стадионра Патăрьел районĕн командине пысăк шутпа выляса ячĕç.
Çухатăва ăнсăртран теме çук, патăрьелсем çав вăйăсен чемпионĕсем пулса тăчĕç. Шăпа ăнăçсăр тухрĕ пулин те эпир пуçа усмарăмăр. Хĕл тăршшĕпех майлăрах çанталăк тăнă чух выляма тăрăшрăмăр. Çав тĕллевпе 2 команда йĕркелерĕмĕр: çитĕннисем тата студентсемпе çамрăксем, вĕренекенсем. Юлашки вăхăтра кашни вырсарнире вылянă. Хальлĕхе 5 тĕл пулуран виççĕшне çамрăксен команди выляса илнĕ. М.Федоров, А.Турханов, Д.Никитин, С.Степанов вĕренекенсем çитĕннисемпе тан выляççĕ. Д.Леонтьев вратарь Шупашкартан кашни эрне вĕçĕнче команда чысне хÿтĕлеме тăван яла таврăнать. Унăн пиччĕшĕ Саша – чи пултаруллă хÿтĕлекен. Вăтаялĕнчи пĕртăван Красновсен командипе Хаймулин кубокĕшĕн тĕл пулса вылярăмăр. Пирĕн вĕренекенсемех шкул ачисем хушшинче район чысне республикăри ăмăртусенче ăнăçлă хÿтĕлерĕç.
Вăйăсене курма ватти-вĕтти тухать. Хăй вăхăтĕнче хоккейпа туслă, район чемпионĕ пулнă ветерансем (Ю.Шурасев, Е.Васильев, А.Иванов) 10–15 çул иртнĕ хыççăн тепĕр хут коньки çине тăчĕç.
Çанталăк ăшăтса пăрахса пăра пăсмасан эпир сезона халех вĕçлесшĕн мар-ха, малалла та вылясшăн.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика