Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăвашсен пирвайхи скульпторĕ

25 марта 2011 г.

Чăвашра халăх художникĕ Моисей Спиридонович Спиридонов пирки илтмен çын çук-тăр. Анчах унăн шăллĕ Григорий Спиридонович Спиридонов та искусствăна çывăх çын, чăвашсен пирвайхи скульпторĕсенчен пĕри пулнине сахал кам пĕлет.
Г.С.Спиридонов 1896 çулхи мартăн 7-мĕшĕнче Енĕш Нăрвашра çуралнă. Ялти шкулта вĕреннĕ хыççăн, пиччĕшĕ пекех Хусанти художество шкулне çул тытнă, 1918 çулта унти скульптурăпа архитектура уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă. Тĕрлĕ çĕрте вĕрентнĕ: Мăн Чурашри учительсем хатĕрлекен семинарире, 1920–1922 çулсенче Чăваш облаçĕнчи халăха вĕрентес ĕç комиссариачĕн инструкторĕнче, хамăр районти Лачкасси шкулĕнче рисовани учителĕнче, Канашри педтехникумра, 1-мĕш вăтам шкулта т.ыт.те. 1927 çулта Чăвашри профессилле художниксен пĕрремĕш куравне хăйĕн скульптура ĕçĕсене тăратнă. Вĕсен хушшинче Степан Разин палăкĕпе барельефĕн, “Шăпăрçă”, “Чăваш комсомолки”, “Тимĕрçĕ–стахановец” скульптура ĕçĕсен проекчĕсене курма пулнă. Вăл 1935 çултанпа СССР Художниксен Союзĕн членĕ.
Пиччĕшĕпе шăллĕ 1921 çулта Шупашкарта Атăл хĕрринче Степан Разин палăкне тăваççĕ. Хресченсен пăлхавĕн ертÿçин барельефне Г.Спиридонов пысăк ăсталăхпа пурнăçланине палăртнă пичетре. Шел, Шупашкар ГЭСне тунă чухне шыв айне лекнĕ пирки палăка салатса пăрахнă. Ăста скульпторăн ĕçĕсем татах та пулнă. Калăпăр, Ермошкина вĕрентекен, вĕрентÿ отличникĕсен бюсчĕсем т.ыт. те. Чылай ĕçне вăл вăрах упранакан материалсем çине куçарса ĕлкĕреймен, çавăнпа та вăхăт иртнĕçемĕн вĕсем юрăхсăра тухнă.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансан, Г.Спиридонов мобилизаципе Мускав çывăхĕнчи торф кăларакан предприятие лекет. Вăйлă шăнса пăсăлнă хыççăн чире каять, пултаруллă скульптор 1946 çулхи юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче ÿпке чирĕпе вилет. Çапла вара чăвашсен профессилле пĕрремĕш скульпторĕ пурĕ те 50 çул кăна пурăннă, хăйĕн ĕмĕчĕсенчен чылайăшне пурнăçа кĕртсе ĕлкĕреймен.
Ялти музейре эпир Григорий Спиридонов скульпторăн пурнăçĕпе пултарулăхне халалласа ятарлă стенд хатĕрлерĕмĕр, унта тĕрлĕ документсемпе материалсем, эскизсем вырнаçтартăмăр.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика