Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурте вальс ытамĕнче

25 марта 2011 г.

Тĕлĕнмелле хăвăрт иртсе пыраççĕ-çке пурăнас кунсем, çулсем. Хамăр та тин çеç ачаччĕ, шкула чупаттăмăр. Тахăш вăхăтра пурнăç çулĕ çине тăтăмăр. Шăпа манран вĕрентекен туса хучĕ. 35–40 çул шкулта ĕçлесе кама кăна малашлăх çулне суйласа илме пулăшман-ши? Эпир вĕрентнĕ ачасем хушшинче тем тĕрлĕ професси çынни те, тем тĕрлĕ ăста та пур: ăслăлăх кандидачĕсемпе профессорсем таранах. Анчах вĕрентекеншĕн чи пахи – çынлăха, тĕрĕслĕхе, ырă кăмăллăхпа сăпайлăха вĕрентни.
Юратнă ĕçре вăхăт иртни те сисĕнмерĕ, пенси çулĕсем çитрĕç, ĕç ветеранĕсем пулса тăтăмăр. Çавах та чун ватăлмасть, эпир, 20–30 çул каяллахи пекех, хамăра шкултах куратпăр. Эпир шкулсăр, шкул пирĕнсĕр пурăнаймассăн туйăнать мар-и ара. Тавах тăван шкулăма, ĕçтешĕмĕрсене, вĕренекенсене пире, ĕç ветеранĕсене, манманшăн, шкулта иртекен кашни уявах пире йыхрав янăшăн, пире кĕтнĕ хăнасем вырăнне хунăшăн.
Акă нумаях пулмасть шкулта нихçанхинчен те сумлă, илемлĕ те илĕртÿллĕ, чун-чĕрене çамрăклатакан савăк юрату вальсĕн каçĕ пулчĕ. Тата шăпах çав кунсенче района республикăри ХХII фестивале хутшăнакан физикăпа математика вĕрентекенсем килнĕччĕ. Вĕсем Тăвай, Элпуç, Тушкил шкулĕсенчи вĕрентекенсемпе вĕренекенсем валли уçă уроксем панă. Тăвайри вăтам шкулти вĕрентекенсемпе вĕренекенсем вара хăнасен ячĕпе вальс каçĕ йĕркелеме шутланă. Çак мероприятие пире те, педагогика ĕçĕн ветеранĕсене, йыхравларĕç. Шкул директорĕн çумĕ Н.Михайлова яланхи пекех ăшшăн кĕтсе илсе актовăй залри малти вырăнсене сĕнчĕ. Зал варрине вальс çаврăнма, ташă композицийĕсене кăтартма ятарласа пушă вырăн хăварнă. Зала кĕрсенех “Я помню вальса звук чудесный”... тесе çырни чуна ăшшăн çупăрлать.
Савăнăçлă каç хумхантаракан, тĕлĕнмелле çепĕç вальс кĕввипе уçăлчĕ. Ăна уçма республикăри кадет класĕсем хушшинчи конкурсра малтисен шутне кĕнĕ Юля Черновапа Андрей Турханов вĕренекенсем тивĕçрĕç. Унтан “Золушка” юмахри вальс, Наташа Ростован пĕрремĕш балне, вăл Андрей Болконскийпе вальс çаврăнни çинчен фильм сыпăкĕсене кăтартрĕç. Мĕн чухлĕ илĕртÿлĕх, туйăмсен çепĕçлĕхĕ вĕсен хусканăвĕсенче! Хамăр та чунра вĕсемпе пĕрле вальс çаврăнатпăр тейĕн. Акă вăл чăн-чăн искусство!
VII–ХI классенче вĕренекенсем, пĕринчен тепри илемлĕрех, çыпăçуллă тумпа мăшăрăн-мăшăрăн тухса вальс композицийĕсем кăтартрĕç. Ну тĕлĕнмелле хитре-çке ташлакансем! Эпир халиччен курманни, пĕлменни мĕн чухлĕ вĕсен хусканăвĕсенче! Вальс каçне ертсе пыракансем Лилия Бурдасовапа Марина Смирнова çыпăçуллă бал кĕписемпе акăш евĕр çăмăл, хитрен курăнаççĕ. Каçа питĕ килĕшÿллĕ ертсе пычĕç хĕрсем. Вальс историне каласа пама та манмарĕç вĕсем. ХIХ ĕмĕрте Австрире çуралнă вальс чи вăрăм ĕмĕрли иккен. Ашшĕпе ывăлĕ Штраус композиторсене “вальс королĕсем”, теççĕ. Вĕсем 447 вальс кĕвĕленĕ. Ачасем хăйсем суйласа илнĕ вальс ташшисене ăçта хавхаланса, ăçта сăн-питри тимлĕхпе е ачашлăх туйăмĕсен тыткăнĕнче кăтартса пама тăрăшрĕç. Юлашкинчен аслă классенчи яшсем хăнасене те вальс çаврăнма чĕнсе кăларчĕç, часах пĕтĕм зал вальс кĕввипе çаврăнма тытăнчĕ. Ну маттур та пирĕн вĕренекенсем! Çак уяв каçне йĕркеленĕ Надежда Валентиновнана тав тума сăмах та çитмест. Тăвай шкулĕ ыттисемшĕн ялан çутă тĕслĕх вырăнĕнче пултăр. Ĕçĕрсем ăнса пыччăр, нихăçан та ан ватăлăр, вальс пек çăмăл та çамрăк юлăр.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика