Яншихово-Норвашское сельское поселение Янтиковского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фольклорпа усă кураççĕ

25 марта 2011 г.

Ачасене аталантарасси садикренех пуçланать. Тăван халăхăмăрăн ырă йăли-йĕркисене ăша хывса ÿсни вара пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак тĕллевпе фольклорпа анлăн усă кураççĕ Енĕш Нăрвашри “Теремок” ача садĕнче. Кăçал та пысăк хавхаланупа паллă турĕç çăварнине.
Ачасем воспитательсенчен çак праçнике ĕлĕк-авал мĕнле ирттерни çинчен пĕлчĕç. Çăварни эрнин кашни кунĕнчех уйрăм мероприяти пулчĕ. Хĕл илемне сăн ÿкерчĕксенче сăнарлассипе, çунашкапа ярăнассипе, “Хĕлпе” “Çуркунне” командăсем тĕрлĕ енлĕ кĕрешÿре тупăшрĕç. Луиза Павлова воспитательница ертсе пынипе София Лукина, Юля Фомина, Яна Григорьева "сысна çурисем", Саша Петров "кашкăр" “Виçĕ сысна çури” юмаха ăста выляса пачĕç.
Пурçăн тутăр çыхнă хĕр пĕрчисем уява илем кÿчĕç. Вырăс, чăваш халăх юррисемпе, ташшисемпе килентерчĕç пухăннисене.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика