Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăра касса уçрăмăр

29 марта 2011 г.

Маларахах сыхланмасан, çурхи шыв хăвачĕ тата пăр хăпарни пĕвесене нумай сиен кÿме пултарать. Çакна шута илтĕмĕр те эпир, Вăрманхĕрри ялĕнче пурăнакансем.
Ялпа машина-трактор паркĕ çумĕнчи пĕвене пĕлтĕр çине тăрсах юсанăччĕ, ытлашши шыва кăларакан тарасана тÿрлетнĕччĕ, тимĕр-бетон кăшăл та хушса янăччĕ. Халĕ, çурхи ăшă кунсем çитнĕ май, шыв кăларакан тарасана пăр çĕклентерсе ватас хăрушлăх пурри курăнчĕ. Çакна шута илсе, А.Захаров йĕркелесе пынипе асăннă тараса таврашĕнчи пăра электропăчкăпа касса уçрăмăр. Малтан, паллах, çиелти юра хырса тасатнă. Çак ĕçсене А.Захаровсăр пуçне, П.Никитин, С.Якушев, В.Ильин, М.Алексеев, Н.Абрамов хутшăнчĕç. Пĕве пăрĕ икĕ сийлĕ шăнни паллă пулчĕ. Пăра касса уçни пулăсемшĕн те аван, вĕсем шывра вĕл-вĕл выляни курăнчĕ.
Çакă та пăшăрхантармасăр тăма пултараймасть: каçса çÿрекен çĕрте пĕве пуçĕ ансăрланса юлнă тата иртнĕ çулхи вĕри те типĕ çанталăка пула унти çĕр те çурăлса пĕтнĕ. Çав çурăксем тăрăх шыв çул тумĕ-ши тесе шухăшлаттарать. Çавăнпа пăхса-тимлесех тăрса, пĕвене сыхласа хăварасчĕ, терĕç пăр касма хутшăннă çут çанталăк тусĕсем.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика