Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Никам та айккинче ан юлтăр

29 марта 2011 г.

Чăвашсен паттăр ывăлĕ А.Г.Николаев космонавт ячĕпе Шупашкарта палăк лартассине районти тивĕçлĕ канăва тухнă пенсионерсем ырласа йышăнчĕç. Нумайăшĕ хăйсен тÿпине хыврĕ те çак сăваплă ĕçе.
Тĕнче уçлăхне парăнтарнă ентешĕмĕрĕн палăкĕ уçă, хитре вырăнта пулмалла. Иртен-çÿрен ăна пăхса мăнаçлантăр. Республикăри вăрçă, ĕç, хĕçпăшаллă вăйсен тата йĕркелĕхе хураллакан органсен ветеранĕсен обществăлла организацийĕн пуçарăвĕпе хавхаланса хам та палăк тума укçа хыврăм. Право хуралĕнчен канăва тухнă ытти ĕçтешсем те нимелле тăвакан палăк валли укçа пухаççĕ. Никам та айккинче ан юлтăрччĕ çак пĕлтерĕшлĕ ĕçрен.
Тăвайри ача-пăча пултарулăхне аталантаракан центрта “Техникăна конструкцилесси тата модельсем тăвасси” ятлă кружока ертсе пынăран та çывăх пулĕ маншăн космос теми. Ачасем хăйсен аллипе вĕçев моделĕсем, макетсем тума хăнăхаççĕ, районта, республикăра конкурссенче, ăмăртусенче малти вырăнсене тухаççĕ.
Акă çак кунсенче Çĕнĕ Шупашкарта хупă пÿлĕмре самолет вĕçтерессипе шкул ачисен спартакиади иртрĕ. Ăна А.Николаевпа Н.Бударин космонавтсене халалланă. Республикăри хуласемпе районсенчен 16 команда хутшăнчĕ унта. Тăвай шкулĕнчи Станислав Семенов (6 кл.) хăй тунă планерпа вертолет моделĕсем вĕçтерсе ылтăнпа кĕмĕл, Константин Алексеев (7 кл.) кĕмĕл медальсем çĕнсе илчĕç. Командăри Сергей Николаев, Александр Антонов, Никита Иванов, Евгений Александров, Сергей Ежков та ăсталăхпа палăрса тăраççĕ.
Ĕнер савăнăçлă хыпар çитрĕ Шупашкартан: А.Антоновăн “МКС “Салют–6” проектне Мускаври конкурса суйласа илнĕ. Çак моделе тата К.Алексеевăн “Луноход–1” ĕçне апрелĕн 12-мĕшĕнче республикăри ачасен пултарулăх çуртĕнче уçăлакан “Космос техники” курава тăратма йышăннă.
Кăçалхи хамăр çитĕнÿсене эпир Раççей космонавтикин çулталăкне халаллатпăр.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика