Шигалинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльах-черлех тута пултар

08 февраля 2011 г.

Выльăх-чĕрлĕх тутă пултăр

тесе тăрăшаççĕ «Шигали» ял хуçалăх производство кооперативĕнче вăй хуракансем.

«Сĕт ĕне чĕлхи çинче», - тесе ахальтен каламан ватăсем. Çавна май кунти В.Ефимов, Ю.Туйми выльăх пăхакансем мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕхе ытлă-çитлĕ апатлантарассишĕн тăрăшаççĕ.

Иртен пуçласа каçчен фермăра вăй хураççĕ вĕсем. Акă эпĕ килнĕ чухне те пултаруллă ĕçченсем мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕхе апатлантармашкăн козлятник утă тиетчĕç. Вĕсем ăна лашапа фермăна турттараççĕ. Апат рационне пуянлатма вара пахалăхлă çăнăх хушаççĕ. В.Филиппов арманçă фермăна пусупкăпа вăхăтра тивĕçтерет. Çавна май сĕт сăвăмĕ те ÿссех пырать. Хальхи вăхăтра Т.Баландаева, Л.Чернова дояркăсем пĕр ĕне пуçне талăкра вăтамран 12 килограмм сĕт суса илеççĕ. В.Иванова пăру пăхакан та хăйĕн ĕçне пысăк пахалăхпа пурнăçласа пырать. Вăл пăхакан пăрусен талăкри ÿт хушаслăхĕ 600 грампа танлашать. Пĕчĕк ачасене пăхнă пекех тимлĕх уйăрать вăл. Пăрусем тăракан вырăнĕ те яланах таса. Ферма заведующийĕ Владимир Николевич Иванов палăртнă тăрăх, мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх шучĕ 138 пуç шутланать, вĕсенчен сăвакан ĕнесем - 90 пуç. Вĕсен йышне ÿстерес тĕллевлĕ ферма ĕçченĕсем. Фермăра таса та хăтлă. С.Иванов, А.Федоров слесарьсем юсав ĕçĕсене вăхăтра пурнăçласа пыраççĕ. Ферма ĕçне пĕтĕмпех механизациленĕ. Шыв башни те йĕркеллĕ ĕçлет. Иртнĕ çул фермăра юсав ĕçĕсем пурнăçланă.

Хальхи вăхăтра хуçалăх ĕçченĕсем ферма тăрринчен юр тасатассипе те ĕçлеççĕ. Хуçалăх пуçлăхĕ А.Ульянов каланă тăрăх, мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх усрама нумай çул ÿсекен курăксене хуçалăх чылай акса хăварнă. Унсăр пуçне тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕ те выльăх-чĕрлĕх усрамашкăн çителĕклĕ. Пĕтĕмĕшле каласан, ĕç шавĕ пĕрре те лăпланмасть кунта, хуçалăх ĕçлет, малаллах ăнтăлать, эппин çитĕнÿсем те пулĕç.

З.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика