Шигалинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » CCCР спорт мастере

01 марта 2011 г.

Районăн кăнтăр енче вырнаçнă Шăхаль районти чи пысăк ялсенчен пĕри. Пултаруллă çынсем сахал мар тухнă кунтан. Çав шутра спортсменсем те.

Çăмăл атлетикăпа тĕнче класлă спорт мастерĕн, СССР спорт мастерĕн, Пĕтĕм тĕнчери Универсиада чемпионĕн, XX Олимп вăййисене хутшăннă Николай Иванович Пуклаковăн ырă ячĕ тĕнчипех сарăлнă. Ăна халалласа районта çăмăл атлетикăпа кĕркуннехи кросс ирттересси çирĕп йăлана кĕчĕ. Çакна ырламалла кăна. Лайăх пуçару манăçа ан тухтăрччĕ кăна. Çав вăхăтрах Н.Пуклаковпа Шăхальти шкулта пĕр вăхăтра вĕреннĕ СССР спорт мастерне, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерне, 20 ытла пысăк квалификациллĕ спортсменсем, тĕнче чемпионĕсемпе призерĕсем вĕрентсе хатĕрленĕ Николай Иванович Тарасов стрелок (пистолетран перессипе) пирки вара аса та илместпĕр. Ялта пурăнакансенчен чылайăшĕ ун çинчен манса та кайнă пулĕ е пачах та ас тумаççĕ. Сăмах ун çинчен пырĕ. Вăл 1943 çулхи октябрĕн 23-мĕшĕнче çуралнă. Шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа çывăх туслашнă. Пур енлĕ аталаннă спортсмен шкул чысне районти ăмăртусенче çуран тата йĕлтĕрпе чупас, самбо енĕпе кĕрешес, кире пуканĕ йăтас тата ытти енĕпе пултаруллăн хÿтĕленĕ. 1958 çулта йĕлтĕрпе чупассипе виççĕмĕш разряд нормативне пурнăçланă. Хăйĕн вăй-халне Акатуйсенче çамрăксем хушшинче кĕрешсе пĕрре кăна мар тĕрĕслесе пăхнă.

Вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн 1961 çулта пĕлĕве малалла Шупашкарти 11-мĕш номерлĕ техучилищĕре (Н.Пуклаков та кунтан вĕренсе тухнă) ÿстерет. Кунта вара спортри ăсталăха ÿстерме условисем татах та лайăхрах. Шăхаль каччи бокса кăмăллать, штангăпа интересленет, самбо кĕрешĕвĕн вăрттăнлăхĕсене вĕренет. 1962 çулта техучилищĕрен вĕренсе тухать, электромонтажник специальноçне алла илет. «Верхневолгоэлектромонтаж» трестăн Чăваш Енри управленине ĕçе вырнаçать. Çав вăхăтрах спорта та пăрахмасть, ăмăртусене тăтăшах хутшăнать. 1989 çулта самбо енĕпе кĕрешсе 70 килограмм таран таякан спортсменсем хушшинче Шупашкар хулин чемпионĕн ятне тивĕçет. 1972 çулта мал ĕмĕтлĕ çамрăк каччăн пуçĕнче ырă шухăш çуралать. Вăл тĕл пеме вĕренесси çине пысăк тимлĕх уйăрать.

- Пĕр уйăх çурăрах пистолетран перес енĕпе пĕрремĕш разряд нормативне пурнăçларăм. 1974 çулта спорт мастерĕн кандидачĕ пулса тăтăм, - аса илет малтанхи çулсене Николай Иванович.

1976 çулта пистолетран тĕл перес енĕпе республика чемпионатĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнать. 1977 çулта Шупашкарти пир-авăр комбиначĕн «Текстильщик» спорт клубĕнче пемелли тир заведующийĕ, пĕр вăхăтрах обществăлла тренер пулса ĕçлеме тытăнать.

Манăн умра 1977 çулхи июнĕн 9-мĕшĕнче тухнă «Советская Чувашия» хаçатăн черетлĕ номерĕ. Унти «Бронза çĕнсе илнĕ» статьяра çапла çырнă: «Мускавра «Труд» ирĕклĕ спорт обществин Тĕп совечĕ уйрăм спортсменсемпе командăсем хушшинче пистолетран тĕл перессипе ирттернĕ ăмăртусем вĕçленнĕ. Унти тупăшусенче Чăваш Республикин спортсменĕсем ăнăçлă ăмăртнă. Н.Тарасов пистолетран 50 метртан персе 550 очко (600 очко пухма май килнĕ çĕртен) пухса виççĕмĕш вырăна тухнă. Çак çитĕнÿ ăна «СССР спорт мастерĕ» ята тивĕçме ирĕк парать.

Мĕнле кăна ăмăртусене хутшăнман-ши пирĕн ентеш. Вăл пĕчĕк калибрлă пистолетран перес енĕпе Чăваш Республикин, Тутарстанăн чемпионĕ тата рекордсменĕ. Воронеж тата Ĕпхÿ хулисенче ирттернĕ РСФСРăн зонăри ăмăртăвĕсенче вăл пĕрре кăна мар чемпион ятне тивĕçнĕ.

- 1982 çулхи июль уйăхĕнче Ĕпхÿре ирттернĕ РСФСР чемпионатĕнче РП - 5 упражненире 600 очко пухма май пур çĕртен эпĕ 587 очко пухрăм. Çакă маншăн чи лайăх кăтарту пулчĕ, - калаçăва малалла тăсать Николай Иванович.

Тĕрлĕ ăмăртусенче нумай хут призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ, спорт мастерĕн нормативĕсене темиçе хут çирĕплетнĕ, республика чысне пултаруллăн хÿтĕленĕ.

1995 çулхи май уйăхĕн вĕçĕнче Раççей Шалти ĕçсен министерстви Шупашкарта вĕренÿ заведенийĕсем хушшинче пистолетран тĕл перес енĕпе ăмăрту ирттернĕ. Н.Тарасов унта тĕп судья пулса хутшăннă.

1977-1997 çулсенче пир-авăр комбинатĕнче ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче тренерта вăй хунă чухне пултаруллă спортсмен хăйĕн мĕн пур ăсталăхне, вăй-халне панă. Тăрăшни сая кайман. Унăн воспитанникĕсем республика чысне çĕршыври тата тĕнчери ăмăртусенче пултаруллăн хÿтĕленĕ. Шупашкар районĕнчи Чумкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Людмила Егорова полиатлон енĕпе Раççей спорт мастерĕ, Чăваш Республикин тата 1992, 1993 çулсенче Раççей чемпионĕ, СССР чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ, Раççей Кубокĕн призерĕ. Альбина Назарова та çак районти Чăрăшкасси ялĕнченех. Вăл та полиатлон енĕпе СССР спорт мастерĕ, Чăваш Республикин тата Раççей чемпионки. Николай Ивановичăн тепĕр воспитанникĕ Комсомольски районĕнчи Кĕçĕн Каçал хĕрĕ - Татьяна Краснова. Полиатлон енĕпе Раççей спорт мастерĕ. Хĕллехи полиатлон енĕпе темиçе хут СССР тата РСФСР чемпионĕ.

Вĕсем хăйсен ăсталăхне Н.Тарасов тренер пулăшнипе пир-авăр комбинатĕнчи полиатлон секцинче туптанă.

Николай Иванович халĕ «Водоканал» акционерсен уçă обществинче тăрăшать. Республика (РСФСР) категориллĕ судья пулнă май, спорт мероприятийĕсене йĕркелеме пулăшать.

А. ХОВАНСКИЙ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика