Шигалинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял халахепе саванса

15 марта 2011 г.

Кĕçĕн çăварни кунĕ ирех çурхи хĕвел хăйĕн пирвайхи çутипе тĕнчене саламланăн туйăнчĕ. Анчах ку нумай вăхăта пымарĕ, Хĕл мучийĕ хăйĕн юлашки вăйĕпе çил-тăман вĕçтерме тытăнчĕ, çуркуннене парăнасшăн мар иккен.

Ял халăхĕ, ватти-вĕтти, çанталăк япăхланнине пăхмасăр, Хĕл мучие ăсатма Культура керменĕ умне пухăннă. Ирех илемлĕ юрă-кĕвĕ янăрать. Уяв пуçланас умĕн Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Семенов сăмах илчĕ. Уяв ячĕпе саламларĕ. Концерт пуçланчĕ. Культура ĕçченĕсем, хор кружокĕн членĕсем, хăйсен йĕс шăнкăрав пек сассисемпе илемлĕ чăваш юррисем шăрантарчĕç. Купăсçă вара! Хитре те вылять иккен! Чуна çĕклентерсе ярать вĕт!

Тахçан ĕлĕкрех темĕнле юрăра çапла сăмахсем пурччĕ: «Манăн купăс пит илемлĕ, унсăр туй та кĕрлемест», - тенĕччĕ унта. Кунта вара купăс, чăн та, уяв илемĕ пулчĕ темелле. Купăсçă вĕçсе каймалла вылянине кура ватти-вĕтти чăваш ташшине ăмăртмалла ташларĕç вĕт. Ватăраххисем хăйсем яш чухнехи вăхăтсене аса илчĕç пулмалла. (Ĕлĕкрех вăйăсенче купăспа вылянă, хĕрĕсем вара алă çупса вăйă картине тăнă, сăвă каласа ташланă).

Акă çăварни лашисем курăнчĕç. Ача-пăча хавас, чупаççĕ, хĕвĕшеççĕ, купаланса лараççĕ, лаша çунисем çине. Лашисене мĕнле кăна илемлетмен-ши? Йĕри-тавра йĕс шăнкăравсем çакса тултарнă туртасем çине, шăнкăртатса янратаççĕ аякранах таврана. Лавçăсем те, ачисем те кăмăллă. Унтан тĕрлĕ-тĕрлĕ вăйăсем ирттерчĕç. Чи хастаррисене, мала тухнисене, парнесем пачĕç. Уявра килнĕ хăнасене чейпе, пĕлĕмпе, шашлăкпа хăналарĕç.

Уяв чăн та çÿллĕ шайра иртрĕ. Çапла ăсатса ячĕç Шăхальсем сивĕ хĕле. Пурте çĕкленÿллĕн хавас кăмăлпа хăйсен килĕсене хăнисене кĕтсе илме саланчĕç.

Л. АНДРЕЕВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика