Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юбилейпе сана, тăван музей!

15 марта 2011 г.

Çак кунсенче Тăвайри таврапĕлÿ халăх музейĕ хăйĕн 25 çулхи юбилейне савăнăçлă лару-тăрура паллă турĕ. Чĕннĕ хăнасем хушшинче район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев, “Шанăç” клуб членĕсем, ĕç ветеранĕсем пулчĕç.
Уяв мероприятийĕсене музей директорĕ С.Сергеева уçрĕ. Пухăннисене Тăвай районне туса хунăранпа 76 çул тата таврапĕлÿ музейĕ уçăлнăранпа 25 çул çитнĕ ятпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев ăшшăн саламларĕ, музейĕн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртрĕ. Юрий Егорович музее аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн унăн директорне С.Сергеевана, В.Клопов активиста, Е.Фомина тĕрĕ ăстине район хăй тытăмлăхĕн Хисеп грамотисемпе наградăларĕ.
Тĕл пулура çавăн пекех Тăвай ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г.Гаврилов, район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ В.Чайкин, социаллă аталану секторĕн заведующийĕ Г.Масленников, ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ Р.Гурина, Тăвайри культурăпа кану центрĕн илемлĕх ертÿçи В.Александрова тухса калаçрĕç, хăйсен аса илĕвĕсемпе паллаштарчĕç. Ача-пăча библиотекин библиотекарĕ Наталья Уськина çак кунсенче музейре Е.Фоминан ал-ĕç куравĕ ĕçлени çинчен каласа кăтартрĕ. Нÿшкассинчи ăста унта тĕрленĕ питшăллисем, скатертьсемпе тутăрсем, минтер пичĕсем, ÿкерчĕксемпе салфеткăсем нумай тăратнă. Елена Андреевна тĕрĕ ăсти кăна мар, çавăн пекех пирĕн тăрăхри пултаруллă сăвăç та. Н.Уськина унăн “Юрататăп сана, Тăвай ен” сăввине питĕ кăмăла пымалла каласа пачĕ. Елена Андреевна вара ку хутĕнче Тăвай музейĕ чĕрĕк ĕмĕр тултарнине халалланă сăввине вуларĕ. Юбилей савăнăçне культурăпа кану центрĕ çумĕнчи “Тăвай ен” ансамблĕн концерчĕ тата çÿллĕрех шая çĕклерĕ. Хăнасем залсем тăрăх курса çÿрерĕç, вĕсене Тăвайри вăтам шкулăн çамрăк экскурсовочĕсем С.Владимиров, Е.Васильев, Я.Салмин, Т.Федорова, И.Петрова музейпе тĕплĕн паллаштарма тăрăшрĕç.
Музейри савăнăçлă мероприятие 100 çынран кая мар хутшăнчĕ, çав шутра физиксемпе математиксен республикăри ХХII фестивальне килнĕ хăнасем те.
Музейăн малашлăхĕ пысăк пултăр, вăл вăй илсе, аталансах пытăр.
Юбилейпе сана, тăван музей!

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика