Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пенсионер – чи тĕл перекенни

25 февраля 2011 г.

Çĕр-шыва хÿтĕлекенсен кунне халалласа Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕнче винтовкăран тĕл перессипе ăмăртусем пулса иртрĕç. Унта тĕрлĕ çĕрте ĕçлекен арçынсемпе хĕрарăмсем, çавăн пекех пенсионерсем хутшăнчĕç.
Арçынсен хушшинче, ăмăртусен малтанхи саманчĕсенче В.Н.Васильев, маларах колхозра механизатор пулса ĕçленĕ, 36 очкопа малти вырăнта пычĕ. Юлашки тапхăрĕнче вара ăна хăваласа иртсе кайрĕ Ю.П.Арестов пенсионер, 42 очко пухса 1-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Юрий Палладьевич хăй вăхăтĕнче нумай вăхăт хушши шкулта военрук пулса ĕçленĕ. Апла пулсассăн та отставкăри офицер шахматла выляссипе çеç мар, пăшалтан перессипе те хăйĕн спорт формине çухатман. Виççĕмĕш вырăна вара пĕртăван Виталийпе Владимир Петровсем 35 очкопа йышăнчĕç.
Хĕрарăмсем те арçынсене “маххă” памарĕç. Кунта та кĕтмен çĕртен темелле, 42 очко илсе 1-мĕш вырăна медицина сестри пулса ĕçлекен Светлана Михайловна Иванова йышăнчĕ. 2–3-мĕш вырăнсене С.Н.Михайловапа З.И.Васильева пайларĕç.
Ăмăртăва хутшăнакансене уяв ячĕпе Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виталий Васильевич Петров саламларĕ. Çакнашкал мероприятие Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче те ирттерме сĕнчĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика