Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх музейне – чĕрĕк ĕмĕр

01 марта 2011 г.

1986 çулхи мартăн 1-мĕшĕ. Çак кун район историне Тăвайра краеведени музейĕ уçăлнипе кĕрсе юлнă. Мĕншĕн-ха шăпах çак кун уçма шутланă музее? Вĕт 1935 çулхи мартăн 1-мĕшĕ – Тăвай районне туса хунă историлле кун.
Музей уçнă саманта районта паллă краевед, нумай çул Тăвайри краеведени музейĕн директорĕнче ĕçленĕ 91 çулхи А.С.Семенов акă мĕнле аса илет:
–1986 çулхи мартăн 1-мĕшне лайăх астуса юлнă. Ирхине 10 сехет тĕлне музей çурчĕ умне çынсем туллиех пухăнчĕç. Савăнăçлă митинга райсовет ĕçтăвкомĕн председателĕ Михаил Семенович Терентьев уçрĕ, килнĕ хăнасемпе паллаштарчĕ. Нумайăшĕ тухса та калаçрĕ.
–Музей уçăласса нумайранпа кĕтрĕмĕр. Çак кун тинех çитрĕ. Музей районти кашни çыншăн, уйрăмах çамрăксемпе ачасемшĕн, çав тери пĕлтерĕшлĕ. Кунта кашниех иртнĕ кунсемпе хальхине танлаштарма, вĕсен хушшинчи çыхăнăва чун-чĕрепе туйса тăма пултарать... – терĕ РСФСР шкулĕсен тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Ольга Васильевна Пятницкая.
КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ, хăй те музей йĕркелес ĕçĕн хастарĕсенчен пĕри пулнă Валерий Николаевич Павлов, музее йĕркелеме активлă хутшăннă çынсен ушкăнне Хисеп грамотисемпе наградăланă. Вăлах алăк умне карнă хĕрлĕ хăйăва каснă. Пухăннисем ушкăнăн-ушкăнăн залсем тăрăх курса çÿренĕ. Пынă çынсене А.Семенов, И.Николаев, Н.Павлова, Р.Сперанская экскурсоводсем пулса кăтартса, ăнлантарса çÿренĕ. Уçăлнă кунах музейре 625 çын пулнă.
Музее хатĕрленсе уçас ĕçе район ертÿçисем В.Павловпа М.Терентьев, райком инструкторĕсем пысăк тÿпе хывнă. Хăшпĕр чух, уйрăмах музее уçас умĕнхи каç, çĕрĕпех унта ĕçленĕ çынсем, ир кÿлĕм кăна 2–3 сехетлĕхе канма кайнă та 10 сехет тĕлне каллех унта пулнă.
Тăвайри краеведени музейĕ уçăлнăранпа 25 çул çитрĕ. Музей çулран-çул аталанса, пуянлансах пырать. Ĕççыннисене, çамрăксене воспитани парас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн 1990 çулта ăна халăх музейĕн ятне панă.
Пирвайхи вăхăтра музейре 760 экспонат шутланнă пулсан, хальхи вăхăтра кунта 3 пин ытла экспонат упранать. Вĕсене музейри 6 зала вырнаçтарнă. Уçăлнăранпа Тăвайри музейре 51896 çын пулнă. Вĕсен шутĕнче Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан çынсем, хăнасем, отпуска тăван тăрăхсене килнĕ ентешсем сахал мар. Шкулсенче вĕренекенсем музейпе хаваспах паллашаççĕ. Кунта экскурсисем, ытти массăллă мероприятисем, куравсем, тĕл пулусем, тематикăлла уроксем йĕркелетпĕр. Кăçал кăна 51 ушкăнпа экскурси, 36 лекципе калаçу ирттернĕ, 8 курав йĕркеленĕ. Кивĕ утюгсен, краççын ламписен, телефон аппарачĕсен куравĕсене чăваш телевиденийĕ те ÿкерсе илнĕ.
Пур ÿсĕмри куракан та Виссарион Петрович Лосманов пухнă лĕпĕшсемпе нăрăсен коллекцийĕпе, пирĕн тăрăхри вăрмансенче пурăннă 50 ытла чĕр чунпа вĕçен кайăк чучелипе, Тамара Хасиятовна Шакшина пухнă кашăксен коллекцийĕпе, Çĕнĕ Пуянкассинчи Николай Никоноровпа Алексей Альфонс картинисен куравĕсемпе кăсăклансах паллашрĕ. Хальхи вăхăтра музейре паллă сăвăçăн (Нÿшкассинчи Елена Фомина) тĕррисен куравĕ ĕçлет.
Музее аталантарса пырассишĕн нумай вăй-хал панă аслă ăру çыннисем Вячеслав Иринархович Ломоносов, Иван Николаевич Николаев, Александр Семенович Семенов, Михаил Семенович Терентьев пирки нумай ырă сăмах калас килет. Кулленхи ĕçре хама пулăшса пыракансене те чĕререн тав тăватăп.
Халĕ музейри условисем лайăхланчĕç. Çурта çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтмалла тунă. Çавна май экспонатсен упранаслăхĕ те ÿсет. Курма пыракансемшĕн те, массăллă мероприятисем ирттерме те меллĕ. Музей уçăлнăранпа 25 çул çитнĕ ятпа мартăн 1–7-мĕшĕсенче “Эсĕ те музее мĕнле те пулин экспонат парнеле” ”Подари музею экспонат” акци ирттерме палăртрăмăр. Шутласа пăхсан кăсăклă япаласем чылай çемьере тупма пулать. Кашни япаланах эпир инвентаризаци кĕнекине çырса хуратпăр, унта кам мĕн тата хăçан панине палăртатпăр. Экспоната вăхăтлăха та пама юрать, çынсем унпа паллашсан, ăна каялла тавăрса пама пултараççĕ. Сире музейре хаваспах кĕтетпĕр.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика