Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни ÿсĕм никĕсĕнче – пĕрлехи ĕç

26 февраля 2011 г.

Журналист тивĕçне пурнăçланă май тĕрлĕ хуçалăхсенче, коллективсенче пулса тĕрлĕ çынсемпе тĕл пулма тивет. Анчах вĕсенчен ытларахăшĕ чунĕпе ĕçе парăнни, хăйсен тăрăшулăхĕпе Муркаш ене малалла уттарни, ыттисене çĕнĕлĕхсем кăтартса вăй çитнĕ чухлĕ пулăшса пыни кашнинчех пирĕн районта ĕçчен те мал туртăмлă çынсем нумай пулнине çирĕплетет. Черетлĕ тĕл пулу та маларах каланине çирĕплетрĕ кăна.

...Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи Вăрманкассинче пурăнакан Эльвирăпа Анатолий Кирилловсен килти хушма хуçалăхне хĕвел ансан çитрĕмĕр.

– Ытла кĕтмен хăнасем пултăр эсир. Ĕне суса, вăкăрсемпе тынашкасене, сурăхсене утă антарса парса, кроликсене пăхса вăхăт чылай пулса кайрĕ. Тĕрĕссипе ватăсемпе инвалидсен Йÿçкассинчи интернат-çуртĕнчен ĕçлесе таврăннă хыççăн килти хушма хуçалăхри выльăх-чĕрлĕхпе пĕр-ик сехет ĕçлесен чун канса каять. Эсир килессе пĕлнĕ пулсан кăшт маларах пуçтараттăмччĕ, – терĕ сĕт витрине пÿртелле йăтса кĕрсе кайнă май кил хуçи арăмĕ.

Анатолий Константинович вара вăхăта сая ямасăр хăйĕн хуçалăхĕпе паллаштарчĕ. 48-мĕш çулпа пыракан арçын 5 ачаллă çемьере иккĕмĕш ывăл пулнă. Çавăнпа та ĕмĕртен пыракан йăлапа шăллĕсене çул парса пиччĕшĕн уйрăлса тухма тивнĕ. Ачаранах ĕçе хăнăхса ÿснĕ каччă çамрăклах ВДПОра кăмакаçă-контролер пулса ĕçлет. «Çамрăклăхра ялсенче сахал мар кăмака тунăран хама эпĕ кăмакаçă тесе çирĕплетме пултаратăп», – терĕ кил хуçи ăшшăн йăл кулса пÿрт çумĕнчи верандăна ертсе кĕнĕ май. Кунта вара 1995 çултанпа уйрăм предприниматель пулса аш-какайпа ĕçлекен пĕлĕшĕмĕн тепĕр хресченлĕх палли куç умне пулчĕ. Анатолий çĕр улми вăрлăхне упрассине çĕнĕ шая çĕкленĕ.

– Вăрлăха кура – тухăçĕ. Çакна шута илсе верандăра урайсене ăшă тытмалла турăм. Çапла вара пÿлĕме пыракан ăшă сывлăш температурине управ виçинчен ирттерсе ямасть. Ăна пăхса тăма градусник та куç умĕнчех. Тăтăшах пăхса тăнăран сывлăш температурине хăпартса ямастăп. Вăрлăх лайăх упранать, – мухтанмасăр калаçать хресчен чунлă арçын.

Хресчен чунлă терĕм те, çакна валли сăлтавĕ те пур. Кирилловсем 3 çул ĕнтĕ килти хушма хуçалăхра çĕр улмие икĕ хутчен лартса ÿстерме мехел çитерсе пыраççĕ. Кунта ĕç тăрăшулăхĕпе çĕр ĕçне юратни юнашар тăраççĕ. Анатолий Константинович васкамасăр каласа панинчен çакă паллă пулчĕ. Вĕсем малтанах ял çыннисемпе пĕрле ир пулакан çĕр улми лартаççĕ. Утă уйăхĕн пуçламăшĕнче ăна кăларса сутнă хыççăн кая юлса пулакан çĕр улми пахчара вырăн йышăнать. Вăл вара авăн уйăхĕ вĕçлениччен е – çанталăк условийĕсене кура – юпа уйăхĕн малтанхи кунĕсемчченех ÿсет.

– Иккĕмĕш хут лартас умĕн çĕр улмине хĕвел çинче аван кăна яровизацилетпĕр. Лартиччен çулленех «Престиж» препаратпа имçамлатпăр. Çапла туни колорадо нăрринчен те, çĕр улми чирĕсенчен те сыхланма пулăшни иртнĕ çулсенче аванах курăнчĕ, – ăнлантарать хăй юлашки çулсенче аш-какай сутассипе ĕçленĕ май выльăхсене пусма ятарлă цех та йĕркеленине кăтартса иртнĕ май.

Вăрлăх вăрлăхпа та, анчах паянхи хресчен пурнăçĕпе пурăнакан çемье çĕр пулăхлăхĕ пирки те нихăçан та манмасть.

– Тухăç пулăхлă çĕр çинче ĕçленинчен те нумай килет. Çавна шута илсе мăшăрăмпа иксĕмĕр тата ачасем пулăшнипе çĕр пулăхлăхне ÿстерме пахчана çулленех тислĕк нумай кăларатпăр. Кун пирки каласа пар-ха тата, – калаçăва хутшăнчĕ мăшăрĕн сăмахне малалла тăсса 3 ача амăшĕ Эльвира Леонидовна.

Кирилловсем тислĕке ытларах кĕркунне тăкаççĕ-мĕн. Пахчана кăларсанах типсе кайиччен ăна сухаласа та пăрахаççĕ. Малтанхи çулсенче çуркунне çĕр улми анине культивациленĕ пулсан кил хуçи иртнĕ çул фреза туяннă. Унпа ĕçлеме вара хуçалăхра хăйсен харпăрлăхĕнче Т-30 трактор пур.

Хресчен чунлă çемьен пахчара та хăйĕн йĕрки. Анкарти çурçĕрелле тухнăран пахча çимĕçе сивĕ çилсенчен хÿтĕлеме тесе йăранлă вырăнсене 18 улмуççи хуплать. «Сорчĕсем тĕрлĕрен. Нихăш çул та пан улмисĕрех ларни пулмасть. Мăшăрăм кĕркунне пан улми сокĕ те самай хатĕрлет, компот та нумай вĕрететпĕр. Хамăр ÿстернĕ пан улмипех Çĕнĕ çул кĕтсе илетпĕр», – терĕ сăмахăмăр пахча çине çитсе кайсан Анатолий Константинович çĕр улми сорчĕсем пиркиех мухтанма кирлĕ маррине палăртса.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика