Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пур ĕçре те правур вĕрентекенсем

08 февраля 2011 г.

Чăваш çыннин чи хаклă ырă енĕ – ĕçченлĕх. Çак пархатарлă туртăма Тăвайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ĕçлекенсенче курма пулать. Вĕрентекенсем ачасене пĕлÿ панисĕр пуçне ытти тĕрлĕ ĕçе хутшăнма та правур. Вĕсен хастарлăхĕ çамрăк ăрăва çирĕп пĕлÿ илме, ĕçе-хĕле тивĕçлипе хаклама вĕрентет.
Грипп чирне пула шкула кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕччен карантина хупрĕç. Ачасем чиртен сипленнĕ вăхăтра вĕрентекенсем ĕçре, шыравра пулчĕç. Кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче пĕлÿ çуртĕнче ĕçлекенсем пурте кар тăрса шкул территорине юртан тасатма тухрĕç. Ачасене хаваслăх кÿрекен вырăна, катока та, тасатмасăр хăвармарĕç. Çанталăкĕ те лайăх тăчĕ ун чух. Шăкăл-шăкăл калаçса, хаваслă кăмăлпа ĕçлерĕç.
Нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче вĕрентекенсем “Асра юлнă çул çÿрев” çавра сĕтел тĕл пулăвĕ ирттерчĕç. Чи малтанах Е.Павлова географ Америка, Египет, Раççей çĕр-шывĕсем çинчен кăсăклă доклад турĕ. Малалла 2010 çулта çак çĕр-шывсенче пулса курнă вĕрентекенсем сăмах илчĕç. Е.Хвостова Учитель çулталăкĕнче районта иртнĕ “Призвание” конкурсра 1-мĕш вырăн йышăнса илнĕ 10 пин тенкипе СанктПетербурга çитсе килнĕ. Раççей историне сăнласа паракан кăсăклă сăн ÿкерчĕксемпе, асра юлнă самантсемпе паллаштарчĕ пире вăл.
Л.Никитина Коля ывăлĕ юбилей ячĕпе янтăланă путевкăпа Египетра пулнă. Людмила Аркадьевна çитсе курнă вырăнсене эпир слайдсенче куртăмăр. Вĕсенче тĕлĕнмелле илĕртÿлĕх палăрчĕ.
Директор ĕçĕсене туса пыракан С.Николаева вара вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче Америкăн Пĕрлешÿллĕ Штатĕнче пулнă. Раççейри 35 делегат хушшинче пирĕн ĕçтеш пурришĕн чунтанах савăнтăмăр. Вăл та Америкăра ирттернĕ кунĕсене пире слайдсемпе паллаштарса тыткăнларĕ. Ытларах шкулти пурнăç çинчен каласа пани кăсăклантарчĕ. Ачасем 3–4 çултах компьютер умĕнче ларса урок вĕреннине те (вылянине маар), аслăраххисем хăйсем тĕллĕн проект ĕçĕсемпе интересленсе ĕçленине те пăхрăмăр. Американецсем Раççей çыннисене питĕ ăшшăн кĕтсе илнине, ăсатнине курса ларма кăмăллă пулчĕ.
Нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче шкулта районти диагностикăпа консультаци центрĕнчи Л.Михайловапа С.Соловьева психологсем “Ĕçле те – йывăрлăхра пуçна ан ус” темăпа тренинг занятийĕ ирттерчĕç. Учительсем хаваспах практика занятийĕнче хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç, тĕрлĕ вăйă выляса кăмăлĕсене уçрĕç.
Учительсем грипп чирне парăнма шутламарĕç, ушкăнпа йĕлтĕрпе ярăнма та вăхăт тупрĕç.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика