Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăтартусене лайăхлатса пыраççĕ

08 февраля 2011 г.

“Красная Чувашия” ял хуçалăх кооперативĕн ферма ĕçченĕсем хăйсен тивĕçне лайăх ăнланаççĕ. Ку вăл иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсенчен те уçăмлă курăнать.
Çулла, чи нумай сĕт сунă вăхăтра, кулленхи сăвăм 3 пин те 300 килограма çитнĕччĕ, çав шутран куллен 2 тонна та 400 килограмне сутрăмăр. Шел, ун чухне сĕт хакĕ пĕчĕкрех пулчĕ – 13 тенкĕ. Çу вĕçĕнче продукци хакĕ 14–17 тенкĕне çитрĕ.
Пĕлтĕр 7620 центнер сĕт суса илнĕ, çав шутран 5817 центнерне патшалăха сутнă. Сĕтрен хуçалăх кассине 7 миллион та 42 пин те 625 тенкĕ пырса кĕнĕ.
Фермăра чи нумай сĕт суса илекенни Альбина Анатольевна Григорьева пулчĕ – пурĕ 1627 центнер. Хăйне шанса панă кашни ĕнерен вăл вăтамран 5085-шер килограмм паха сĕт суса илме пултарчĕ. Унпа пĕрле ĕçлекен юлташĕсем те аван ĕçленĕ, пурте сăвăма тăватă пин килограмран ирттернĕ.
Паянхи куна 325 пуç ĕне выльăх шутланать фермăра. Вĕсенчен 175 пуçĕ – сăвакан ĕнесем. Выльăх пуçне чакарас мар тесе тимлетпĕр пулин те, анчах апачĕ сахалтарах пирĕн. Çут çанталăк пулăмĕсем чылай чăрмантарчĕç пĕлтĕр çителĕклĕ выльăх апачĕ хатĕрлесе хума. Типĕ те шăрăх çанталăка пула уйрăмах сенаж пĕр траншея – 300 тонна кăна хатĕрлерĕмĕр. Машина-тракторĕсем те тăтăшах ванчĕç, вĕсем те кивелнĕ. Маларахри çулсенче хатĕрленĕ улăма сыхласа хăвараймарăмăр, “вĕçтерсе ятăмăр”. Пĕр улăм илмесĕр, укçана перекетлесе, пĕр-пĕр техника туянма май килнĕ пулĕччĕ халĕ апат туянас укçапа.
Пĕлтĕр пăрусем чылай ытларах пăхса илнĕ: 100 ĕнерен – 95 пăру, пĕрремĕш хут пăрулаттарса илнисенчен – 93 пуç. Çак ÿсĕмре выльăх тухтăрĕн, Валентина Семеновна Григорьеван тÿпи те пысăк. Ĕнесене вăхăтра вакцинаци туса пынипе тата кирлĕ пек пăхса тăнипе çыхăннă çакă кăтартусем.
Ĕне выльăх сутса кооператив кассине 1 миллион та 696 пин тенкĕ кĕнĕ. Пĕлтĕр ĕне выльăх хакĕ пĕчĕкрех пулчĕ. Халĕ хаксем хăпараççĕ. Вăл та пире хавхалантарать ĕçлеме.
Выльăх самăртнă çĕрте ĕçлекен Людмила Семеновна Васильевапа Александр Николаевич Тимофеев пăру пăхакансем ялан тăрăшса ĕçлеççĕ. Вĕсем пăхакан ушкăнри пăрусем пĕлтĕр 810-шар грамм ÿт хушнă талăкра.
Маларах асăнтăмăр ĕнтĕ, выльăх апачĕ сахал пирĕн, перекетлесе çитерме тăрăшатпăр. Ульяновск, Киров облаçĕсенчен 230 тонна утă-улăм, жом илсе килнĕ. Çавах çитеймест хĕл каçма, татах илмелле.
Пĕлтĕр патшалăх кооператива 2 миллион та 624 пин тенкĕ парса пулăшрĕ. Çав шутран 662 пин тенкĕлĕх выльăх апачĕ илнĕ, 897 пин тенкĕлĕх типĕ çанталăка страховани туса пулăшса панă. Тата ытти нумай тăкака саплаштарнă. Кăçал та выльăхсен йышне упраса хăварсан, вĕсен продуктивлăхне хăпартса пырсан, продукци ытларах туса илсен, патшалăх финанс тĕлĕшĕнчен пулăшма пăхнă. Çакă пулăшса паракан укçапа перекетлĕ усă курса, пĕр-пĕр техника илсен питĕ лайăхчĕ. Çакна та каласа хăварас килет: витесем те кивелнĕ, 1970 çулсенче тунăскерсемех. Шыв пăрăхĕсем çĕрсе пĕтнĕ, çĕнĕрен улăштармалла. Ĕне сумалли системăна хальхи технологипе çĕнетмелле. Ĕçлекенсене лайăх ĕçлеме условисем туса памалла, ĕç укçине пăхса тухмалла, хăпартмалла. Хуçалăха ертсе пыракансен ку ыйтусемпе тĕплĕн шухăшламалла. Тен, малашне патшалăхĕ техникăсем илме те çăмăллăхсем парĕ.
Çапла, мал ĕмĕтпе вăй хураççĕ ферма ĕçченĕсем, шанса панă ĕçе тĕплĕн туса пыма тăрăшаççĕ, хăйсене халсăрланма памаççĕ, пурнăç лайăхланса пырасса, продукци ытларах та ытларах туса илме май килессе шанса вăй хураççĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика