Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Художникăн куравĕ уçăлчĕ

11 февраля 2011 г.

Чăваш АССР тата РСФСР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш халăх художникĕ, Никита Кузьмич Сверчков çуралнăранпа февралĕн 9-мĕшĕнче 120 çул çитрĕ.
Художникăн юбилейне халалласа Енĕш Нăрвашри халăх музейĕнче ятарлă курав хатĕрленĕ. Унта Никита Кузьмич тĕрлĕ çулсенче çырнă картинăсене вырнаçтарнă, “Автопортрет”, “Выезд невесты”, “Дубовый лес”, “Южный пейзаж”, “Река Бий”, “Чувашская свадьба”, “Мальчик”, “Солдат”, “Закат на Волге” ятлисем тата ыттисем те. Художникăн ĕçĕ-хĕлĕ пирки тĕрлĕ сăн ÿкерчĕксемпе документсем, грамотăсем, хаçатсенчи статьясем вырнаçтарса уйрăм кĕтес тунă. Н.К.Сверчковăн йывăçран касса тунă бюстне вырнаçтарнă. Унăн авторĕ – хамăр ентеш В.А.Кузьмин.
Музейра Н.К.Сверчковăн яланхи кĕтесĕ пур. Унта Никита Кузьмичăн тĕрлĕ наградисем, кĕнекисем, çырав хатĕрĕсем тата ытти япалисем упранаççĕ.
Н.К.Сверчков – Чăваш çĕр-шывĕнче ÿнер ĕçне йĕркелесе яракансенчен пĕри. Вăл хăйĕн 90 çулхи юбилейĕнче 600 яхăн картинине Шупашкарти Чăваш ÿнер музейне парнеленĕ. Никита Кузьмича тăван çĕр-шыв тата республика умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн “Хĕрлĕ Çăлтăр” тата “Мухтав палли” орденсемпе чысланă. Çавăн пекех ЧАССР Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăх кĕнекине кĕртнĕ.
Н.К.Сверчковăн 120 çулхи юбилейне халалланă картинăсен куравĕсене ялти историпе мемориал халăх музейĕнче февралĕн 9-мĕшĕнче 13 сехетре, Шупашкарта февралĕн 11-мĕшĕнче Ÿнер музейĕнче уçрĕç. Асăннă куравсене курма ентешĕмĕрсене йыхравлатпăр.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика