Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унăн вунă алă тейĕн

15 февраля 2011 г.

Йышлă çемьере ÿснĕрен вăл пĕчĕкренех ĕçе хăнăхнă, Тăвайри вăтам шкулта вĕреннĕ вăхăтра ĕç урокĕсем унăн пурнăç тĕллевне палăртма пулăшнă.
–Дорида Александровна Ефремова учительницăна яланах ырăпа аса илетĕп, тав тăватăп, – пуçларĕ калаçăвне Елена Васильевна Походкина. –Пирĕн анне ĕмĕрĕпех фермăра тăрăшнă. Ачисем те ĕç пурнăç тĕллевĕ пулнине пĕлсе ÿсчĕр тенĕ ĕнтĕ вăл. Ĕç урокĕсенче илнĕ пĕлĕве çирĕплетме анне туяннă çĕвĕ машини питĕ пулăшатчĕ.
Сăмах май, Подольскра туса кăларнă çĕвĕ машинипе паянхи кун та усă курать Елена Васильевна. Камăн юбка, шăлавар кĕскетмелле, вĕçĕсене пÿклемелле, куртка çухавине улăштармалла, “çиçĕм” замок лартмалла е тата ытти вак-тĕвек юсав ĕçĕ пурнăçламалла – пурте “Фортуна” киоска утаççĕ. Çакăнти пысăках мар пÿлĕмре вун-вун çынна пулăшу параççĕ.
Ял-йыш Çĕнĕ çул тĕлне ачасем валли хитре кĕпе, костюм çĕлетме каллех Елена Васильевна патне пырать. Ăсталăхĕ пысăк унăн. Çĕрпÿри училищĕре çĕвĕç-мотористкăна вĕренсе тухсан Кироври технологи техникумне чи лайăх паллăсемпе пĕтернĕ. “Чăвашшвейбыт” пĕрлешÿре механикра, каярахпа комсомол организацийĕн секретарĕнче ĕçленĕ. Чутей ялĕнче Мускаври “Салют” çĕвĕ фабрикин филиалĕ уçăлсан унта куçнă.
–7 çул ытла тăрăшрăмăр çак филиалта. Пĕр вăхăт икĕ сменăпа та ĕçлерĕмĕр. Хĕрарăмсем валли питĕ ятуллă тумтир çĕлеттĕмĕр. Тĕп хулана илсе кайса сутнă, – аса илет ялти ăста 90-мĕш çулсене. –Каярах пирĕн цех хупăнчĕ, эпĕ суту-илĕве куçрăм. Юлашки пилĕк çул хамăн ĕçпе тăрăшатăп.
Çулсем иртнĕçемĕн ачисем те çитĕннĕ. Хĕрĕ Женя Мускаври пĕр фирмăра юристра ĕçлет, ывăлĕ Алеша – студент. Настя ялти шкулта 9-мĕш класра вĕренет.
Хăйĕн ырă ĕçĕсемпе, тарават кăмăлĕпе ял-йышра ят-сум çĕнсе илнĕ Елена Васильевна. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна иккĕмĕш хут Чутей ял тăрăхĕн депутатне суйланă. Халăх “тарçи” пулма вара пĕртте çăмăл мар: урамсенче тирпей-илем кĕртессипе те нумай тăрăшмалла, депутатсен Пухăвĕсене, яланхи комисси ĕçне, хĕрарăмсен вырăнти канашне хутшăнмалла, тĕрлĕ ыйтăва татса памалла...

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика