Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ĕç тăваççĕ

18 февраля 2011 г.

Енĕш Нăрвашри волонтерсен отрядĕнче 18 çамрăк шутланать. Вĕсем вĕренÿ çулĕ пуçлансанах ĕç планне туса хатĕрлерĕç. “Альтаир” ят пачĕç хăйсен отрядне.
Кĕркунне ял хуçалăх предприятине çĕр улми пуçтарса пулăшнă вĕсем. “Йывăç ларт та ăна упра” проекта та активлă хутшăннă. “Эсĕ те ответлă” акцире вара ялти волонтерсем çамрăксене пирус е алкогольлĕ шĕвек сутнине хирĕçленĕ. Магазинсемпе бар умĕсенче, халăх пухăнакан вырăнсенче алкоголизма е пирус тĕтĕмне, наркотиксене хирĕçлекен листовкăсем çакнă. “Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн” темăпа иртекен мероприятисенче те активлăх кăтартнă волонтерсем.
Ача инвалидсем валли хăйсен аллисемпе тĕрлĕ япаласем тунă яшсемпе хĕрсем. Кайран вĕсене парнеленĕ. Сахал тупăшлă тата ăнăçсăр çемьесем валли япаласем пухнă волонтерсем. Вăрçăра пулнисене те манмаççĕ çамрăксем, кил хуçалăхра тĕрлĕ ĕçсем туса пулăшаççĕ. М.Моисеева, ак, Александра Андреевна Андреева ĕç ветеранĕ патне çÿрет тăтăшах. Республикăри “Экоподарок–2010” ятлă конкурса хутшăнса А.Степанова волонтер 3-мĕш вырăна тухнă, вăл экологи форумĕнче те пулнă.
Кăçал пире хĕл юрпа савăнтарать. Волонтерсем валли те ĕçĕ тупăнсах тăрать çавăнпа. Вĕсем хăш-пĕр ватăсен картишĕсенчи, ялти палăк умĕнчи юра хырса тасатса тăраççĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика