Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маттур, Настя!

12 февраля 2011 г.

Шкул ачисен республикăри олимпиадисен тапхăрĕ вĕçленчĕ. Февралĕн 5-мĕшĕнче тăватă предметпа — астрономипе, экономикăпа, физкультурăпа тата вырăс литературипе республикăри чи ăслă ачасем кăçал юлашки олимпиадăсенче вăй виçрĕç. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекен Настя Антоновăшăн вăл кун ăнăçлă пулчĕ. Вырăс литературипе ирттернĕ олимпиадăна хутшăнса виççĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Унччен тата маларах вăл республикăра обществознани тата право предмечĕсемпе мала тухма пултарчĕ. Кун пек çитĕнÿ пирĕн районта пулманччĕ.

Сăмах май, Настя кăçал 11-мĕш класс пĕтерет. Вăл республика шайĕнчисене кăна мар, çĕр-шыври чи паллă аслă вĕренÿ заведенийĕсем йĕркелекен олимпиадăсене те хутшăнать. Акă, февралĕн 7-мĕшĕнче Мускаври экономикăн аслă шкулĕ право енĕпе ирттернĕ çамрăксен конкурсĕнче çĕнтернĕ ачасене чысларĕ. Вĕсен хушшинче Настя Антонова та пур. Февраль — март уйăхĕсенче Настя Мускаври юридици академийĕн, экономикăпа суту-илÿ университечĕн, экономикăн аслă шкулĕн тата ыттисен олимпиадисене те хутшăнма ĕмĕтленет. Эпир Настьăна тата унăн вĕрентекенĕсене çак çитĕнÿсемпе саламлатпăр, малашне татах ăнăçусем сунатпăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика