Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тÿперен пăрахса парасса кĕтмеççĕ

04 февраля 2011 г.

Петрпа Татьяна Петровсем 9 çул каялла çемье чăмăртанă. Çамрăксем Раккашра тĕпленнĕ. Ялта пурĕ 24 кил, вĕсенчен 17-нче çеç куллен пурăнаççĕ.

- Çулла кунти тавралăх илемĕ такама та тыткăнлĕ. Мăшăрăн ялĕнче пĕрремĕш хут пулса курсан чунран хĕпĕртерĕм. Инçех мар вăрман, çурт умĕнчех пĕве, унта хур-кăвакал ишсе çÿрет. Асамлă тĕнчене лекнĕнех туйăннăччĕ. Çавăнтанпа Раккаша кăмăллатăп, кунтах пурăнас килет, - тет Татьяна Викентьевна.

Ял пĕр урамлă çеç пулсан та капмар çуртсем куçа илĕртеççĕ. Пĕлтĕр çĕнĕ çемье те чăмăртаннă. Çамрăк та сахал мар, анчах вĕсене ĕç вырăнĕ çукки пăшăрхантарать, çавăнпа чылайăшĕ хулара хваттер тара тытса пурăнать. Хĕлле ялта хăйне евĕр тепĕр йывăрлăх сиксе тухать. Çула юр хупланипе автомашинăсем иртсе çÿреймеççĕ. Çывăхри чарăну патне вара 4 километр çуран утмалла.

Çапах Татьяна Викентьевнăпа Петр Васильевича кăмăлланă тăрăхран нимĕнле чăрмав та сивĕтеймĕ, унта вĕсем ахальтен тĕпленмен - çурт хăпартма шухăшланă. Кунашкал ĕмĕт çамрăксен унчченех çуралнă, анчах укçа-тенкĕ çитерейменнипе ĕçе пуçăнма васкаман.

Петр Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Çĕнĕ Куснар хĕрне паллашсанах куç хывнă. Шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен пикене сăнамасăр ниепле те пултарайман вăл. Пĕр-пĕрне килĕштернĕскерсем 2002 çулта çемье çавăрнă. Вĕсен ывăл çуралнă. Халĕ Паша 2-мĕш класа каять. Пĕчĕк пулсан та тĕрлĕ енпе кăсăкланать: ÿнер, акăлчан кружокĕсене çÿрет, спорт мероприятийĕсене хаваспах хутшăнать. Çак туртăм ăна амăшĕнчен куçнă - Татьяна мĕн ачаранах спортпа туслă.

- Йĕлтĕрпе чупма юрататăп, анчах спорт хатĕрĕсене туянма май пулмарĕ-ха. Хĕл иртиччен ĕмĕтĕме пурнăçлатăпах. Мăшăрăм пушă вăхăтра клубра иртекен мероприятисене хутшăнать. Спектакльсенче ăна яланах тĕп сăнарсене калăплама шанаççĕ, - хавхаланса калаçрĕ хĕрарăм.

Петровсем пĕлтĕр хăйсен вăйĕпе çурт хăпартма пуçланă. Хальлĕхе ăна купаласа тăррине витме çеç май килнĕ. Татьяна Йÿçкасси ял тăрăхĕнче ертсе пыракан эксперт специалистра тăрăшать пулсан та субсиди илеймен. Çавăнпах пурлăх тÿперен вĕçсе анасса кĕтмен вĕсем - пĕчĕккĕн йÿнеçтеркелеме пикеннĕ.

- Халь пурăнакан çурта иртнĕ ĕмĕрĕн 63-мĕш çулĕнчех хăпартнă, унтан-кунтан çурăлнă вăл. Йывăр пуласса пĕлсех мăшăрăмпа çĕннине лартма шухăшларăмăр. Паллах, шухăшлаттарать. Хăçан хута ярассине пĕлместпĕр те. Укçа питĕ нумай кирлĕ. Калама çеç çăмăл, ĕçе пуçăнсан вĕçĕ-хĕрри хăçан пулассин палли те çук. Чÿречесем лартма çеç 80 пин тенкĕ пĕтрĕ. Мăшăрăмпа иксĕмĕр те ĕçлетпĕр пулин те укçа-тенкĕ енчен йывăртарах, банкран кредит та илтĕмĕр. Ăна тÿлесе татмашкăн илнĕ шалăвăн çурри пĕтет. Çапах пуçа усмастпăр, пуçланă ĕçе вĕçне çитеретпĕрех, - сăмах çăмхине сÿтрĕ çамрăк хĕрарăм.

Петровсем икĕ ĕне, сыснасем усраççĕ, ытти çул вăкăр та хĕл каçарнă, кăçал май килмен. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе тупăш тăваççĕ вĕсем. Çак ĕçсене пурнăçлама çамрăк çемьене амăшĕ Нина Васильевна пулăшать. Кăçал тата çĕр илме палăртнă, унта пахча çимĕç туса илесшĕн.

- Куç хăрать те алă тăвать тесе ахальтен каламан. Вăй, сывлăх пур чухне шухăшланине пурнăçа кĕртмелле. Алă усса ларнипе нимĕн те пулмасть. Ĕçлемелле те ĕçлемелле. Чи кирли - мăшăрпа килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнни.

Источник: "Çамрăксен хаçачĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика