Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашне те тачă çыхăну тытăпăр

26 января 2011 г.

Кĕçех «Октябрь ялавĕ», халĕ «Каçал ен» хаçат тухма пуçланăранпа 80 çул çитет. Çак çулсенче унпа çĕршер ялкор, юнкор тачă çыхăну тытнă. Хаçатăн юбилейĕ умĕн эпĕ çывăх тусăмăрпа, Хирти Выçли ялĕнче пурăнакан Е.Е.Ивановпа курса калаçрăм. Унăн, хаçата нумай çул çырса тăнăскерĕн, каламалли, аса илмелли пурах.

— Евтихий Ефимович, Эсир хăçан хаçатпа çыхăну тытма пуçланă?

— «Октябрь ялавне» мĕн ачаранах вуланă. Сăмах ăстисен статйисемпе кăмăлпах паллашаттăм. 1959—1960 çулсенче манăн заметкăсем тухма пуçларĕç. 1962 çулта Комсомольски районне пĕтерчĕç. Вара эпĕ Канаш районĕнчи «Коммунизмшăн» хаçата çырма тытăнтăм. 1965 çулта тепĕр хут Комсомольски районне туса хучĕç. «Октябрь ялавĕ» хаçат тухма пуçларĕ те, пире, обществăлла корреспондентсене, тепĕр хут чун кĕнĕнех туйăнчĕ. Çĕнĕрен кун çути курнă хаçатăн пĕрремĕш номерне алла тытнине халĕ те ас тăватăп.

– Эсир мĕнле темăсене ытларах хускатма тăрăшнă-ха?

— «Дружба» колхозра ĕçленĕ май манăн алăран обществăлла ĕçсем кайман. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех комсомол, парти организацийĕсен секретарĕсенче, профком председателĕнче ĕçленĕ. Çавăнпа та мана колхозри кулленхи ĕçсем, ял пурнăçĕ, çынсен шăписем яр-уççăн курăнса тăнă. Шăпах вĕсем пирки район хаçатне çырса тăнă та ĕнтĕ.

— Колхоз, унта ĕçлекенсен пурнăçне çутатнипе пĕрлех сĕнÿсем те панă пулĕ?

— Ун пеккисем пулнă. 1980 çул хыççăн колхозра художествăлла пултарулăх коллективĕн ячĕ-сумĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Унта 80 çын çÿретчĕ. Пирĕн çемьерен те пиллĕкĕн концертсене хутшăнаттăмăр. Районта иртекен ĕçпе юрă уявĕсенче малти вырăнсене йышăнса пыма пуçларăмăр. Анчах та унта пĕтĕм коллективпа тухма сцена пĕчĕкчĕ, микрофонсене куçарма тиветчĕ. Уяв хыççăн хаçатра çакăн пирки статья пичетлесе кăлартăм. Унта художествăлла пултарулăх коллективĕсем малти вырăнсем йышăнсан Хисеп грамотисем паманни, юрламалли-ташламалли вырăн пĕчĕк пулни çинчен çырнăччĕ. Ку статьяшăн пĕр-пĕр чух сăмах та лекĕ-ха тесе шутланăччĕ. Анчах тав сăмахĕ илтрĕм. Çитес çулах сценăна пысăклатрĕç.

Тепĕр тĕслĕх çинче те чарăнса тăрас килет. Суйлавсем унчченхи вăхăтра аван иртнĕ. Пурте унта хутшăнма тăрăшнă. Хирти Мăрат ялĕнчи суйлавçăсем Хирти Выçлине килсе сассисене паратчĕç. Хăшĕ-пĕри çуранах çитетчĕ, лашасемпе килекенсем те пулнă. Вĕсене хĕрхенеттĕмĕр. Çулĕ çывăхах мар-çке. Хăйсен ялĕнче суйлав участокĕ уçма май çук-ши текен ыйтупа «Октябрь ялавĕ» хаçатра статья пичетлерĕм. Çакăн хыççăнах тепĕр суйлавра Хирти Мăрат ялĕнче те суйлав участокĕ туса хучĕç.

— Евтихий Ефимович, хаçатпа тачă çыхăну тытни сирĕн ĕçре те пулăшу кÿнех ĕнтĕ.

— Паллах. Унта пичетленнĕ статьясенче мĕн çырнипе тĕплĕн паллашса пынă. Сĕнÿсемпе канашсене шута илнĕ, ытти колхозсен опычĕпе те интересленнĕ.

«Октябрь ялавĕ» хаçат редакцийĕ мана республикăри радио, хаçат-журналта ĕçлекенсемпе паллаштарчĕ.

— Сирĕн колхозра стена хаçачĕсем те тухса тăнине пĕлетĕп...

— Çапла. «Çĕнĕ вăй» стена хаçачĕ кăлараттăмăр. Вĕсене тирпейлĕн пуçтарса çĕлесе пыраттăмăр. Халĕ те Элпуçĕнчи библиотекăра номерсем упранаççĕ, вулакансем паянхи кун та вĕсемпе интересленсе паллашаççĕ. Стена хаçачĕ илемлĕ, пуян содержаниллĕ, сăн ÿкерчĕксемпе тухатчĕ. Район хаçачĕ те вĕрентсе, пулăшса пынă.

— Хаçат Сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă пулĕ?

— 40 çула яхăн çыхăну тытса вун-вун статья, заметка пичетленĕ. Мана яланах редакцире кăмăллăн кĕтсе илетчĕç. Халĕ, тивĕçлĕ канура пулсан та, редакцие кĕрсе тухма тăрăшатăп.

Хаçат тухма пуçланăранпа 80 çул çитрĕ. Çак вăхăтра районшăн пысăк ĕç туса пынă. Ăнăçу пултăр малашне те хаçатăн, пурнăç уттинчен кая ан юлтăр. Редакцире ĕçлекенсене юбилей ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, телей сунатăп. Эпир те сирĕн материалсене юратса вулăпăр, çырăнмасĕр юлмăпăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика