Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăха парăнман, хуçăлман

22 января 2011 г.

Манăн кукаçи – Николай Михайлович Никифоров – Атнар ялĕнче 1935 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнче çуралнă. Çемьере вăл тăваттăмĕш ача пулнă. Ачалăхĕ çăмăлах пулман унăн, пĕчĕклех ашшĕсĕр тăрса юлнă (кукаçин ашшĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă, киле таврăнайман). Ачаллах килте те ĕçсĕр ларман кукаçи, колхоз уй-хирĕнче те тăрăшсах вăй хунă.

1955 çулта вăл Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме кайнă. Кукаçине çартан тĕрĕс-тĕкел таврăнма Турри пÿрмен. Унăн тарăн суранпа киле килме тивнĕ. Анчах та вăл сурана парăнман, нимĕнле ĕçе те çынран кая юлса туман. Вăй илсен вăл каллех тăван "Коминтерн" колхозра ĕçлеме пуçланă. Тĕрлĕрен ĕçре тăрăшма тивнĕ ăна. Малтанхи вăхăтра колхозра строительство ĕçĕнче платникре тăрмашнă. Унтан Етĕрнери профтехучилищĕре вĕренсе шофер-тракторист специальноçне алла илнĕ. Тракторист правине алла илсен кукаçи хурçă утпа ĕçлеме тытăннă. Колхоз ертÿçи (ун чухне Д.Г.Волков) унăн хастарлăхĕпе ĕçченлĕхне кура ăна çĕнĕ автомашина шанса панă. Ертÿçĕсем хавхалантарни кукаçин ĕçлес кăмăлне татах та вăйлатнă. Чылай çул вăл тăван колхозра тăрăшса ĕçленĕ, кахалланса ларман, эрех-сăра енне туртăнман.

"Ĕçне кура – хисепĕ", – тенĕ ваттисем. Кукаçине те ĕçтешĕсем хисепленĕ, ертÿçĕсем те унăн ятне яланах ырăпа асăннă. Темиçе хутчен те кукаçи "Социализмла ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи" медале тивĕç пулнă. Нумай çул хушши ĕçре тÿрĕ кăмăллăх кăтартнăшăн ăна "Ĕç ветеранĕ" медальпе те чысланă.

"Пурнăç çулĕ такăр мар", – тесе юрлаççĕ чăвашсем. Пирĕн кукаçи те пурнăçра сахал мар хура-шур курнă. Çартан аманса таврăнни те аса илтерсех тăнă. Çитменнине тата пысăк хуйхă килсе çапнă çемйине – хăрушă пушар тухса кил-çурта кĕллентерсе хăварнă. Инкек пĕччен çÿремест, теççĕ. Çĕнĕ çурт çĕкленĕ чухне кукаçи пÿрнесемсĕр тăрса юлнă.

Темĕнле йывăр пулнă пулин те кукаçипе кукамай – Анна Федоровна – 40 çул ытла пĕрле шăкăл-шăкăл килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса, йывăрлăхсене çĕнтерсе тату пурăнаççĕ. Ачисем – Еленăпа Михаил – ÿссе çитсен аякка кайман, юнашарах пурăнаççĕ, ашшĕ-амăшĕ патне кайсах тăраççĕ, кирлĕ чух пулăшу параççĕ. Эпир те, мăнукĕсем, вĕсем пирки манмастпăр, кукаçипе кукамая хисеплетпĕр.

Нумаях пулмасть пирĕн кукаçи 75 çул тултарчĕ. Унăн ĕмĕрĕ тата вăрăмрах пултăр, вăл пире малашне те ырă сĕнÿ-канашпа пулăшса пытăр.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика