Туванское сельское поселение Шумерлинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шанчăка çухатмасан

22 декабря 2010 г.

Кирек кам та хăйĕн ачалăхне лайăхпа аса илет. Вăл çутă, таса, ырă. Урам тăрăх тусан тустарса чупнă вăхăтсем тахçанах хыçа юлнă пулин те паянхи кун та куç умĕнчен каймаççĕ. Ун чухне ял ача-пăча сассипе кĕрлесе кăна тăратчĕ, урам тулли шăпăрланччĕ. Хĕллехи вăхăтра тăвайккинчен черетпе ярăнма тиветчĕ. Мĕн тĕрлĕ вăйă вылямастăмăрччĕ тата! Çуллахи вăхăтра телевизор çинчен пачах та маннă, тĕрĕсрех каласан, кил тĕлне те пĕлмен. Вăхăт иртрĕ. Иртен пуçласа каçчен хăйăр купи çинче вылякан Маруçсемпе Ванюксем çитĕнсе хулана кайса пĕтрĕç. Сисĕнмерĕ те – тахăш вăхăтра ял пушанса юлчĕ. Колхоз фермисене илсе çитерекен сукмаксем мăян-вĕлтĕренпе хупланчĕç. Пурăна киле туйсем те хушăран çеç кĕрлеме пуçларĕç. Салтак юрри те илтĕнме пăрахрĕ. Çамрăксем шкул хыççăнах хулана тухса вĕçтернĕрен ача çураласси те тăруках чакрĕ. Юрать-ха юлашки çулсенче ялсенче чылай çемьере иккĕмĕшне, хăшĕ-пĕринче виççĕмĕшне те çуратма пуçларĕç.

Нумай пулмасть Çĕмĕрле тăрăхĕнче пулса курма тÿр килчĕ. Яла юлнă çамрăксен шăпи, пурнăçĕ интереслентерчĕ чи малтанах. Анчах хăйсене курса калаçма май килмерĕ, пушă марччĕ те, чăрмантарас темерĕмĕр.

Ялта ĕçлесе пурăнакан çамрăксем сахал мар кунта. Вĕсем пурте яланлăхах çакăнта тĕпленме шутланă. «Яла социаллă майпа аталантарасси» программăпа усă курса чылай çемье çурт-йĕрлĕ пулнă юлашки çулсенче. Вырăнти тата республика бюджечĕсенчен тавăрса памалла мар субсидипе тивĕçтерни çамрăксене ялта тытса тăма пулăшать. Кун пек майпа йăва çавăрма çăмăлтарах-çке. Асăннă программăпа иртнĕ çул 4 çемье, кăçал тепĕр 4 çемье çурт-йĕрлĕ пулнă. Вĕсенчен чылайăшĕ «Аленушка» агрофирмăра «ертÿçи А.П.Ильгачев» ĕç вырăнĕ тупнă. Акă Александр Васин çамрăк специалист кунта тĕп агрономра ĕçленĕ. Шел те, икĕ çултан асăннă пĕрлешÿрен пăрахса кайнă. Мускаври Тимирязево академийĕнчен вĕренсе тухнă яш тăван тăрăхах таврăнма шутланă. 25 çулта çеç-ха вăл, çемье çавăрма ĕлкĕреймен. Кĕçĕн Тăван ялĕнче кирпĕч çурт туяннă кăçал. Александр таçта тĕнче касса çÿресшĕн мар, хăй малтан ĕçленĕ вырăнах таврăнас шутлă юлашки вăхăтра. «Пурте кайса пĕтсен ялта кам юлĕ; Тата хăв специальноçупах ĕçленине нимĕн те çитмест», – тет вăл.

Лариса Власова та çак агрофирмăра бухгалтерта ĕçлет. Çемьеллĕ. Вăрманкас ялĕнче çурт хăпартаççĕ.

Патаккассинче пурăнакан тата тепĕр çамрăк çемье – Назаровсем – тăван ялтах пÿрт лартас шухăшлă. Кĕçех вĕсем те патшалăх кÿрекен çăмăллăхпа усă курĕç. Яла юлнисен хушшинче çутă ĕмĕт-тĕллевлĕ çамрăксем татах та пур. Акă Алевтина Яндакова Чăваш ял хуçалăх академийĕ пĕтернĕ хыççăн тăван тăрăхах таврăнма тĕв тытнă. «Аленушкăра» хурт-хăмăрçăра тăрăшать вăл, мăшăрĕ Николай – тракторист. Аля ачаранах килĕштернĕ çак ĕçе. Пĕчĕк те ĕçчен вĕлле хурчĕсем çу тăршшĕпе пичкелĕх пыл пуçтарма пултарни тĕлĕнтернĕ ăна. Икĕ ача çитĕнтереççĕ, Вăрманкасра çурт хăпартаççĕ Яндаковсем. Урай-мачча сармалли кăна юлнă çĕнĕ пÿртре.

Тăванкасси ял тăрăхĕн культура ертÿçи Ольга Васина та çак программăпа усă курнă. Вăрманкасра тĕпленсе пурăнасшăн çемье. Ялта йăва çавăрнине нимĕн те çитмест, ĕçлеме кăна ÿркенмелле мар теççĕ вĕсем.

– Эпир çурт-йĕр тунă чухне нимĕнле пулăшупа та усă курайман, хамăр вăя кăна шаннă. Пÿрчĕсене те хальхи çамрăксем пек хитре купалама пĕлмен. Çамрăксене пулăшу кирлех, ĕлĕкхи пек мар халь, стройматериалсем те хаклă, ĕçĕ те çук вĕсем валли. Асăннă программа хĕрсемпе каччăсене ялта тытса тăма май парать, – тет Тăванкасси ял тăрăхĕн ертсе пыракан эксперт-специалисчĕ З.В.Хораськина.

Паллах, çамрăксем валли ялта ĕçĕ сахалрах. Юлашки çулсенче кунта пĕр предприниматель çĕвĕ цехĕ уçнă пулнă. Малтанхи вăхăтра аванах ĕçленĕ вăл. Ĕç тумĕсем çĕленĕ кунта, таварĕ сутăнма пăрахнăран цех хупăннă. Халь ăна çĕнĕрен хута ярас шухăшлă, ача-пăча тумтирĕ çĕлеме пуçласшăн.

Ĕç çукки таçта та çитерет чăвашсене. Тăванкассисем кĕрĕк арки йăваласа лармаççĕ, вăрăм укçа шыраса Мускава, Ухтана çÿреççĕ. Хĕрсем шкул хыççăнах хулана тухса тарнă май хусахсем кунта та туллиех. Ял тăрăхĕнче ĕçлекенсем шутласа панă тăрăх вĕсен шучĕ 40-50-а та çитет. Ку шута 25-50 çулсенчи авланман арçынсем кĕреççĕ имĕш.

Пĕтĕмĕшле илес пулсан Чăваш Енри Тăванкассисемпе Кĕçĕн Тăвансем, Вăрманкассем çĕнелеççĕ. Хальхи çамрăксем мал ĕмĕтлĕ пулни палăрать. Пурнăç çине те урăхларах куçпа пăхаççĕ. Тем тесен те лайăха ĕненсен ырри пулатех, шанчăка çеç çухатмалла мар

Источник: "Хресчен сасси"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429104. Шумерлинский район. с. Туваны, ул. Октябрьская, д.15
Телефон: 8(83536) 62-4-25
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика