Туванское сельское поселение Шумерлинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Самана таппинчен юласшăн мар

19 ноября 2010 г.

- Питĕ хастар ĕçлеççĕ. Информаципе компьютер технологийĕсене алла илеççĕ. Ытти шкул опычĕпе паллашма, усă курма ÿркенмеççĕ. Районти методика пĕрлешĕвĕсенче докладсем вулаççĕ, хăйсен шухăшĕсене палăртаççĕ. Вĕренсе тухакансем экзаменра илнĕ паллăсем тăрăх вĕсен ĕçне хаклатăп. Ачасем ПМЭне пĕтĕмĕшле аван тытрĕç. Вырăс чĕлхипе те, чăваш чĕлхипе те районти вăтам шайран пысăкрах паллăсем илчĕç.

“Анне, хăçан иртерех çитетĕн?”

Амăшĕнчен çапларах ыйтать пĕрремĕш класра вĕренекен Виктория Петрова. Надежда Геннадьевна хĕрне ачашшăн лăпкать те нимĕн те хуравламасть. Ахăртнех, пĕчĕксер çывăх çыннипе калаçасшăн, вĕренĕвĕ пирки пĕлтересшĕн.

- Эпĕ учитель пулма ачаран ĕмĕтленеттĕм. 5-мĕш класра Антонина Ивановна вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме тытăнчĕ. Ăна кура çак предмета килĕштертĕм. Çак профессие алла илмешкĕн тĕв тытрăм. Шкулпа сыв пуллашсанах И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУна çул тытрăм. Анчах аслă шкулăн студенчĕ пулаймарăм - балл çитмерĕ. Вăхăта сая ямарăм - Çĕмĕрлери педагогика училищине кайрăм. Унта воспитателе вĕрентĕм. Диплом илсен ЧППУна вĕренме кĕмешкĕн тепĕр хут заявлени çыртăм. Çав вăхăтрах Шупашкарти 11-мĕш ача садне ĕçе вырнаçрăм. 2003 çулта хамăр ял каччипе çемье çавăртăм, - каласа пачĕ Н.Г.Петрова. Кил хуçи Эдуард Иванович Çĕмĕрлере операторта ĕçлет. Упăшкипе арăмĕ пĕр урамрах ÿснĕ.

- Вăл мана пĕчĕкренех куç хывнă, - шÿтлет вĕрентекен. Халĕ вĕсен икĕ ача çитĕнет. Асли шкула çÿрет тĕк кĕçĕнни ача сачĕн сукмакне такăрлатать.

- Ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкне тавралăха юратма вĕрентет. Вăрттăнлăх мар: хальхи ачасем пĕлÿшĕн çунмаççĕ. “Мана вăл кирлĕ мар”, - теççĕ. Вика пĕррехинче: “Анне, манăн паян вулас килмест”, - терĕ. Паян кĕнекене алла тытмасан, ыран... Малалла мĕн? “Вĕренни хăвăншăнах”, - ăс паратăп ăна.

Надежда Геннадьевна - 5-мĕш класс ертÿçи. Пĕр вырăнта лара-тăра пĕлменскерсемпе кăсăклине палăртрĕ.

- Кашни кун: “Паян мĕн тăватпăр?” - теççĕ. Хăйсен ирĕкĕпе хушма ĕç илеççĕ. Тĕрлĕ конкурс-викторинăна хаваспах хутшăнаççĕ. Анчахрах “Сывлăхлă пурнăç йĕркин çĕр-шывĕ” ăмăрту иртрĕ. Станцисенче ачасен ыйтусене хуравлама тиврĕ. Заданисене сăвăласа хатĕрлерĕм, юлашкинчен пурне те пĕчĕк парнесемпе хавхалантартăм. Шăпăрлансем ăмăрту килĕшнине пытармарĕç, - терĕ Надежда Геннадьевна. Вăл “Родничок” кружок ертсе пырать. Унта ачасем сăвă çырас ăсталăхне туптаççĕ. Вĕсен хайлавĕсене район тата республика шайĕнчи конкурссенче палăртнă. Ачасен сăввисемпе вĕренÿ порталĕнче паллашма май пур. Вĕрентекен чунне парса вăй хурать. Кунĕпе тăрăшсан та ĕç юлатех: тетрадьсене тĕрĕслеме киле йăтса каять. Надежда Геннадьевнăна уроксене хатĕрлеме упăшки пулăшать - интернетра заданисем шырать.

Чăваш чĕлхи хыттăн янăратăр

Тăванкасси шкулĕн тепĕр çамрăк вĕрентекенĕ В.В.Рафилова тăван чĕлхепе литература урокĕсене ертсе пырать.

- Ачасем кăсăклансах вĕренеççĕ. Аслăрах класра юлхавланни палăрать-ха, анчах экзаменра пурин те лайăх паллă илес килет. 9-мĕшĕнче ăс пухакансем ПМЭрен шикленнĕренех кăшт туртăнаççĕ, - терĕ вăл. Вĕрентекен “Паха тĕрĕ” кружок ĕçне йĕркелет. Унта ачасем пукане валли тумтир çĕлеççĕ, чăваш тĕрри тĕрлеççĕ. Валентина Васильевнăшăн ака уйăхĕнче чи кĕтнĕ уяв. Ун чухне чăваш чĕлхи эрни-çке. Ăна шкулта анлăн паллă тăваççĕ. Эрнипех класс тулашĕнчи мероприятисем иртеççĕ, ачасем вĕсене хăйсем шухăшласа кăлараççĕ. Юлашкинчен вара - концертпа чăваш тумĕн куравĕ.

- Юрă-ташă уявĕсене хатĕрлеме йывăр мар. Караоке ĕçе çăмăллатать, - терĕ вĕрентекен. Шкулта тăрăшакан çамрăксем алă усса лармаççĕ, саманапа пĕр тан утаççĕ, професси тивĕçне чуна парса пурнăçлаççĕ.

 

Источник: "Çамрăксен хаçачĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429104. Шумерлинский район. с. Туваны, ул. Октябрьская, д.15
Телефон: 8(83536) 62-4-25
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика