Испуханское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене тивĕçеççĕ

03 ноября 2010 г.

ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене З.В.Токорева («Свобода»), Р.И. Мадебейкина («Коминтерн»), О.Д.Ильина («Нива»), А. М.Тимешков (В.Никитин фермер хуçалăхĕ) тивĕçеççĕ. Сăмах май, Зоя Виссарионовна Токорева «Свобода» колхозра пăру пăхас енĕпе пысăк опыт пухнă темелле. Вăл пăхакан ушкăнри пăрусем талăкра вăтамран 748 грамм ÿт хушаççĕ. Районти чи лайăх пăру пăхакан кăтартусене çултан-çул лайăхлатса пырать. «Нива» ЯХПК-ри самăртма хупнă выльăхсене пăхакан Ольга Демьяновна Ильинан та кăтартăвĕсем савăнтараççĕ. Ферма ĕçченĕ кашни выльăха талăкра 798 грамм ÿт хуштарать. «Коминтерн» ЯХПК-ри доярка Римма Ивановна Мадебейкина чылай çул шаннă ĕçре тÿрĕ кăмăлпа тăрăшать. Вăл яваплăха туйса, ĕçе чунтан юратса ÿсĕмсем туса пырать. Александр Михайлович Тимешков В.Никитин фермер хуçалăхĕнче ферма заведующийĕнче нумай çул вăй хурать, ĕне выльăхран паха тата экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци ытларах туса илессишĕн тимлет. Çавăн пекех вăл пултаруллă механизатор та. Кирек мĕнле ĕçре те ÿркенмен специалиста коллективра хисеплеççĕ.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика