Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăха çирĕплетекен лагерьсем уçăлаççĕ

03 ноября 2010 г.

Çак кунсенче шкул ачисен кĕрхи каникул пуçланать. Паллах, кашни ачан вăл хăйне май иртĕ. Шкулсем çумĕнчи сывлăха çирĕплетекен лагерьсене çÿрекен шкул ачисен вăл интереслĕрех пуласси пĕрре те иккĕлентермест. Акă ноябрĕн 5-мĕшĕнчен тытăнса çак уйăхăн 11-мĕшĕччен тăсăлакан лагерьсенче ачасен тĕрлĕ конкурссене, викторинăсене, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнма май пур.

Кăçалхи кĕрхи каникул вăхăтĕнче сывлăха çирĕплетекен лагерьсем Çĕн Атикасси, Питĕркасси, Атнар шкулĕсем çумĕнче уçăлĕç, вĕсене пĕтĕмпе 120 вĕренекен çÿрĕ. Тĕрĕсрех каласан, кашни шкулти лагерьте 40-шер ача сывлăхне çирĕплетĕ, икшер отряд пулĕ. Çакна та палăртмалла пулĕ, шкулсем çумĕнчи сывлăха çирĕплетекен лагерьсене ытларах вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пыракансене çÿретме тĕллев лартнă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика