Туванское сельское поселение Шумерлинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Тарăн та таса çăл куçĕ таптăр ĕмĕрех…»

20 октября 2010 г.

Кĕр сăнĕ çапнă хĕрлĕ-сарă пĕркенчĕкпе витĕннĕ ĕлккен Çĕмĕрле вăрманĕ хуллен те йăвашшăн шĕпĕлтетсе ларни хама сывлăх суннăнах туйăнчĕ. Тахçантанпах пулман ку тăрăхра. Мĕн калăн, илемлĕ те пуян тавралăх: çăл куç, кÿлĕ-пĕве, вăрман нумай. Пахчари ĕçсене тирпейлесе пĕтернĕ май ял халăхĕ килте лармасть паянхи кун, ав, çывăхри катасемпе юманлăхсенче карçинкки-карçинккипе уплюнкка пуçтарать. Пушаннă уй-хирсене курсан кăштах тунсăх пусать те, кĕркунне акса хăварнă ыраш ем-ешĕл ларни чунра çĕнĕ хавхалану çуратать.

12 çăл куç

Кăçал çанталăк çăвĕпех шăрăх та типĕ тăнăран шыв çителĕксĕррипе аптраса çитрĕç ял çыннисем. Килти пусăсем, çăл куçсемпе пĕвесем типсе ларчĕç. Шывсăр вара пĕр кун та пурăнма çукки пирки каламалла та мар пуль. Апат-çимĕç пĕçерме, çăвăнма кăна мар-çке, выльăх-чĕрлĕх, пахча çимĕç валли те тем чухлĕ кирлĕ.

Çĕмĕрле районĕнчи Тăванкасси ял тăрăхĕнче туслă халăх пурăнать. Пĕтĕм ĕçе пĕрле тунине мĕн çиттĕр-ха; «Пĕр çын сурать - типсе пырать, çĕр çын сурать - кÿлĕ пулать» тесе ахальтен каламан çав ваттисем.

Çуман çумăра чÿк тусан та кĕтсе илеймĕн тесе лайăх шухăшланă, пĕр-пĕринпе канашланă хыççăн таврари çăл куçсем пирки аса илнĕ те тăванкассисем, çине тăрсах вĕсене «чĕртме» шутланă. «Куç хăрать те алă тăвать» тенине те асрах тытнă. Тăванкасси тăрăхĕнчи 12 çăл куçран шыв тапать паян: пĕри тепринчен тутлăрах та сиплĕрех. Çĕр тĕпĕнчен сăрхăнса тухакан пĕчĕк çăлсен тăрă та таса шывне ятарласа кайса хам та тутанса куртăм.

Тăванкассипе юнашар Кĕçĕн Тăван ялĕ вырнаçнă. Унта шыв пăрăхĕ пуртан вĕсем кăçал пачах та аптраман. Ялти 93 киле шыв кĕрет. «Хуларинчен кая мар пурăнатпăр эпир. Чăн-чăн ырлăх. Шывĕ тата тутлă та çемçе, пачах та кăмланмасть», - теççĕ Кĕçĕн Тăвансем. Хулара пурăнакансем те яла килмессерен савăтсемпе кунтан тултарса каяççĕ иккен. Тăванкассисем çăл куçсене тасатиччен çак кÿршисенчен сĕт машинипе шыв турттарнă.

Ветерансен парни

Çăл куçсене тасатас ĕçе пуринчен ытларах ветерансем хастар хутшăннине палăртмалла. Ку тăрăхра тахçан-тахçан Микула çăлĕ пулнă. Мĕншĕн çапла тенĕ, ăна халь пĕлекен те çук. Пĕрисем каланă тăрăх Микула ятлă çын чавтарнă тет-и; Шывĕ пурин валли те çитнĕ, никама та ăсма чарман теççĕ. Миçе çул каялла чавнине те астăвакан çук ĕнтĕ халь, пурисем çĕрсе пĕтнĕ пулин те çăл куçĕ вара тапма чарăнман. Шывсăр хытах аптраса çитнĕ халăх кăçал ун пирки аса илнĕ. Ăна тасатса çĕнетме юнашарти Вăрманкасра пурăнакан Семен Михайлович Мостайкин хăйĕнчен асăнмалăх юлтăр тесе 10 пин тенкĕ укçа панă. Сăмах май, вăрçă ветеранĕ кăçал патшалăхăн ятарлă программипе килĕшÿллĕн хулара хваттер туяннă, уйăрса панă çав укçа-тенкĕн пĕр пайне çăл куçа çĕнетме хывнă. Вăл шăпах пура туянма çитнĕ. Çăл куçпа юнашар шыва чăмса тухмалли те пулĕ кунта çуллахи вăхăтра. Çăл патне çÿремелли çула юсаса çĕнетнĕ. Юлашкинчен Хутар чиркĕвĕнчен Алексей атте килсе çăл куçа сăвапланă. Чăн-чăн уяв пулнă çак кун Тăванкаспа Вăрманкас тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн. Çавăн пекех Вăрманкасра Аверкий çăлĕ те хута кайнă. Типессе типмен-ха вăл, анчах та юхăннă çăл куçран шыв ăсма май пулман юлашки вăхăтра. Ăна та лайăх тасатнă хыççăн бетон ункăсемпех тĕреклетнĕ.

Тăванкассинче те пĕр çăл куçран шыв сăрхăнса выртнă. Çак ялта пурăнакан Авенир Степанович хăть ăсса илмелĕх пултăр тесе ăна кăштах чавкаланă. Çăл патне кайса çÿреме кансĕртерех пулнă малтан. Çăл куçа йĕркене кĕртсе çитернĕ халь, нумай пулмасть унта пура лартнă. Патаккассинчи çăл патне ятарласах анса куртăмăр. Бетон ункăра шывĕ туллиехчĕ, пĕтĕм ял валлиех çитет. Ун таврашĕнче тирпей-илем кĕртсе анса çÿрекелеме картлашка тусан тата та лайăх пулмалла пек.

Таврари 12 çăл куçра та шыв пур паянхи кун. Кашнин патне витресем çакса тухнă.

- Пысăк ĕçсенчен пăртак пушаннă хыççăн çăлсен таврашне тасатса йĕрке тăвасшăн. Пĕр-пĕр кун субботник йĕркелеме тивет, - терĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.И. Васильев. Владимир Ильич хăй кăçал çăвĕпех Микула çăлĕнчен шыв турттарнă. «Хĕл кунĕнче мĕнле пулĕ, ăçта кайăпăр, хальлĕхе пĕлместĕп-ха, çăл куçсем патне çул хупăнать ун чухне. Çумăр çунă май пусăсем пăртак та пулин тулса юлсан лайăхчĕ те», - шухăшлать вăл.

Салтак арăмĕсем

Савнă мăшăрĕсене вăрçăран кĕтсе илеймен е вăрçă хыççăн тăлăха юлнă аппасем те хваттерлĕ, çĕнĕ çуртлă пулнă кăçал. Акă Дарья Васильевна Волковăпа Татьяна Ильинична Ильина хăйсен тăван тăрăхĕнче çурт лартаççĕ. Вĕсемшĕн уйрăмах хĕпĕртет Владимир Ильич. Ара, ял ÿсет, çĕнĕ çуртсемпе пуянланать. Кайран унта кил хуçисен ачисем е мăнукĕсем савăнса пурăнĕç. Дарья Васильевнăн упăшки вăрçăран аманса таврăннă хыççăн вилнĕ. Виçĕ хĕрне пĕчченех пăхса çитĕнтернĕ вăл. Ачисем пĕчĕкрех чухне калама çук йывăр пулнă ăна. Чăтнă, тĕпренчĕкĕсене мĕнле те пулин çынран катăк çÿретес мар, ура çине тăратас тенĕ. Ватлăхра та пулин ыр курĕ ĕнтĕ. Çурта çĕклеме кинемие ачисем пулăшаççĕ. Тĕрĕссипе, вăл çакнашкал кермен пирки нихăçан та ĕмĕтленмен. Дарья Васильевна та ялшăн сăваплă ĕçрен айккинче тăрса юлман. Хăй шутĕнчен çăл куç тасаттарнă.

Кĕçĕн Тăванта пурăнакан 92 çулти Татьяна Ильинична иртнĕ кун-çулне куççульпе аса илет. Мĕн кăна курман-ши, мĕн кăна тÿсмен-ши вăл хăй ĕмĕрĕнче! Ун çинчен тĕплĕнрех каласа памасăр та май çук. Ĕçчен те ырă кăмăллă пулнăран ял-йыш хĕр чухнех килĕштернĕ ăна. Хăйĕнчен аслисене хисепленĕ, нушаллисене яланах мĕнпе те пулин пулăшма тăрăшнă. Çавна май колхозра та тава тивĕçнĕ. Йышлă çемьере çуралса ÿсни те ĕçчен те правур пулма хистенĕ пуль. Çитĕнсе çитнĕ хĕре ялти чи маттур каччăсенчен пĕри çураçнă. Шел те, упăшкипе пĕтĕмпе те икĕ çул çеç пурăннă, ăна çара илсе кайсан хунямăшĕпе тăрса юлнă. Мăшăрне салтака ăсатнă хыççăн хĕр пĕрчи çуралать. Аякра вăрçă кĕрленĕ пулин те килте пĕчĕк кайăк пуррипе хăйне телейлĕ туйнă çамрăк хĕрарăм. «Акă ашшĕ вăрçăран чĕрĕ-сывă таврăнĕ те пĕчĕк хĕре утьăкка сиктерме пуçлĕ, çĕнĕ çурт лартăпăр», _ ыррине шаннă çамрăк хĕрарăм. Ĕнтĕ амăшне курсан йăл-йăл кулма, пĕчĕк аллисемпе ачашшăн çупăрлама пуçланă кăкăр ачи сасартăк çĕре кĕрет. Татьяна аппа паянхи кун та манаймасть çулталăка та çитеймен тĕпренчĕкне. Хĕр пĕрчине пытарнă хыççăн масар çинче пĕр пĕчĕк тĕмеске çеç тăрса юлнине аса илет те хуйхă-суйхăпа пĕркеленнĕ шуранка пичĕ тăрăх çут куççуль пĕрчисем юхса анаççĕ. Çакăнтан пысăкрах хуйхă пулма пултараять-и вара ача амăшĕ пулса курнă хĕрарăмшăн;

Пĕчченлĕхрен хăтăлас тесе Татьяна Ильинична аслă аппăшĕн хĕрне «унăн 5 ача пулнă» усрава илме шутлать. Çичĕ уйăхри Люба йăпатнă, хуйхă-суйхă çинчен пăртак та пулин манма, йывăрлăхсене парăнмасăр малалла утма хавхалантарса тăнă хĕрарăма.

Виç кĕтеслĕ çырусем Çĕмĕрле тăрăхне те килсех тăнă. Çырăва вуласа çывăх çынни, ачи-пăчи, тăванĕ чĕрĕ-сываххишĕн савăннă, çав вăхăтрах куççуль, çĕр йăтайми хуйхă та илсе килнĕ вĕсем. Пĕрин ывăлĕ аманнă, теприн мăшăрĕ паттăррăн çапăçса пуç хунă, виççĕмĕшĕн шăллĕ хыпарсăр çухалнă... Çыру йăтса килекен почтальон салтак арăмĕсене сисчĕвлентернех. Пĕррехинче çак хуйхă Татьяна Ильинична алăкне те пырса шаккать. 1943 çулхи май уйăхĕн 10-мĕшĕнче упăшкин вилнĕ хучĕ çитет. Пĕтĕм ĕмĕчĕ çип пек пĕр самантра татăлать мăнтарăн хĕрарăмăн. Мĕн тăвăн - вăрçă! Унтан хăрушши тата мĕн пур-ши çĕр çинче! Тем пек йывăр пулин те хуçăлма юраман, чăтма тивнĕ. Унашкал шăпаллисем тата ял туллиех пулнă. Тăлăх арăмсем усал хыпара илтсенех хуйха-суйха чăтаймасăр çĕр çине тĕшĕрĕлсе аннă, чун-чĕрине пушатса макăрнă, каллех ура çине çĕкленсе ниме пăхмасăр, çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçленĕ те ĕçленĕ: пир тĕртнĕ, çăпата хуçнă, çар çыннисем валли алса-чăлха çыхнă, окоп чавма çÿренĕ. Татьяна аппа та çав шутрах. Тылра юлнисен хăйсене ним шеллемесĕр, çĕрне-кунне пĕлмесĕр, тăшмана хăвăртрах çапса аркатма пулăшас тĕллев кăна пулнă ун чухне.

- Телей валеçнĕ чухне килте пулман пуль çав, - тесе куççульне тутăр вĕçĕпе шăлать кинеми. 40 çула çитсен усрав хĕрĕ Люба та пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса каять. Каллех хуçса хăварать. 1974 çулта кÿршĕ ачисем шăрпăкпа алхаснине пула кил-çуртне пушар хыпса илет. Колхозра ырă ята тивĕçнĕ, анчах та нимсĕр-мĕнсĕр тăрса юлнăскерне район ертÿçисем хĕрхеннĕ, çурт, сарай тума пулăшнă.

Пурнăçра нуши-тертне нумай курнă Татьяна Ильиничнăна ял çыннисем ĕçсĕр ларнине нихăçан та курман. Пĕччен пулсан та яланах ĕне-сурăх, чăх-чĕп тытнă вăл. Юлашки вăхăтра кăна вăйĕ чакнă. Çурт лартмашкăн тăлăх хĕрарăма тăванĕсем пулăшаççĕ. Хальхи вăхăтра ăна хăйĕнпе пĕр тăванĕн хĕрĕ И.Горбунова пăхать. Татьяна Ильинична та хăй укçипе çăл чавтарттарнă. Çавăн пекех упăшкисенчен çамрăкла тăлăха юлнă Пелагея Хораськина, Любовь Кроткова, Перасковья Харитонова та çурт-йĕрлĕ пулнă, хăйсен тăрăхĕнчи çăл куçсене тасаттарнă.

Кĕçĕн Тăванта пурăнакан Перасковья Григорьевнăна та ырăпа асăнас килет. Вăл асăннă программăпа Çĕмĕрле хулинче хваттер туяннă. Пукравра 98 çул тултарнă Праски аппа. Кинеми хăйсен çывăхĕнчи кивĕ, йăтăнса аннă çăла тасаттарнă кăçал, пурине юманран тутарттарнă.

- Юрататпăр эпир асаннене. Пире вăл ырă, пархатарлă ĕçсем тума хистет. 98 çулта пулин те ăс-тăнĕ çивĕч, аташса калаçнине те илтмен. 100 çултан та ирттерес килет ăна, - тет Тăванкасри тĕслĕх библиотекинче тăрăшакан кинĕ Г.Н.Харитонова.

Ĕмĕр асра тытмалăх

Ялти вăрçă ветеранĕсемпе тăлăх арăмсем таврари çăл куçсене тасаттарса йĕркене кĕртес тени ахальтен мар. Çын шывсăр пурăнма пултарайманни паллă ĕнтĕ. Унсăр пуçне ĕлĕк-авалтан çăл куç сăваплă шутланнă. Мĕн чухлĕ тупмалли юмах, халап, легенда хывман-ши ун çинчен; Ваттисен сăмахĕ, каларăш та нумай. «Çăла ан сур - хăвăнах ĕçме тивĕ» тесе мĕнле тĕрĕс, ăс парса калама пĕлнĕ ваттисем. Асанне-кукамайсем «пĕчĕк ачасем çăлтан тухаççĕ», «çăл шывĕ çине пăхса тăрсан вăл хăй патне туртса илет, тытма та пултарать» тенисем халĕ те асрах-ха.

Тăванкасси тăрăхĕнчи ветерансем çăлсене тасатнипе кăна çырлахасшăн мар, пачăшкă илсе килсе майĕпен пурне те сăваплаттарас шухăшлă. «Ан типчĕр, ан çухалччăр, мăнуксен ачисен ачисем те çав çăл куçсенчен ĕçсе киленччĕр. Пире те асра тытчăр», - теççĕ.

Тутлă та сиплĕ çăл шывĕсене тутанса курнă хыççăн Çĕмĕрле тăрăхĕпе сыв пуллашса çула тухрăм. Инке-аппасем мана хирĕç тулли карçинккасемпе утатчĕç. Сарă-хĕрлĕ пĕркенчĕклĕ йывăçсем хальхинче çулçисемпе шĕпĕлтетсе «алă сулчĕç». Чунра лăпкă. Ял халăхĕ лайăхрах пурăнма тăрăшнине, сăваплă та пархатарлă ĕçсемпе палăрнине курсан кăмăл çĕкленет. Пирĕншĕн, пире ĕмĕр-ĕмĕр телейлĕ курассишĕн вута кĕнĕ, лавĕпех нуша курнă шурă çÿçлĕ ватăсем вара паянхи кун та хăйсемшĕн мар, пулас ăрусемшĕн пăшăрханаççĕ. Çук, вĕсене нимĕн те кирлĕ мар, мĕн курмаллине курнă, чăтнă, хăйсен ĕмĕрне пурăнса ирттернĕ тесен те юрать. Çапах та шухăш çăмхине сÿтнĕ май, чун тĕпĕнче пытарăннă пĕр ĕмĕт çиеле тухать. Çамрăксем ылханлă вăрçă çинчен нихăçан та ан манччăр, çак телейлĕ пурнăçшăн çапăçса пуçĕсене хунă ял-йыша яланах асра тытчăр. Çакăн çинчен юрлаççĕ хăйсен шăнкăр-шăнкăр юррине çăл куçсем.

Источник: "Хресчен сасси"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429104. Шумерлинский район. с. Туваны, ул. Октябрьская, д.15
Телефон: 8(83536) 62-4-25
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика