Испуханский территориальный отдел Красночетайского муниципального отделаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Техникăна – хĕллехи управа

13 октября 2010 г.

Республикăра, çавăн пекех районта та техникăна хĕллехи управа лартас енĕпе конкурс пуçланчĕ.

Конкурс октябрĕн 25-мĕшĕччен пырать. Çав хушăра производство кооперативĕсемпе колхозсен, фермер хуçалăхĕсен ял хуçалăх техникине пылчăкран, тыр-пултан типтерлĕ тасатса, ременьсене вĕçертсе, ĕç тăвакан пайсене çу сĕрсе хĕллехи управа лартмалла.

Çанталăк условийĕсем лайăх пулнăран чылай ял хуçалăх организацийĕсенче çĕртме сухи халĕ те тăваççĕ. "Нива" тата "Коминтерн" ЯХПК-сенче уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ темелле. Халĕ вĕсенче ял хуçалăх машинисене, сÿрелемелли-акмалли агрегатсене управа лартассипе тимлеççĕ. Ыттисем ку енĕпе тăрăшса ĕçлеççĕ теме иртерех-ха. Механизаторсем пурте суха пуçĕсене парка илсе килме, акмалли хатĕрсене тыр-пул юлашкийĕсенчен тасатма мехел çитерейĕç-ши? Иккĕленме сăлтавĕ пур. Мĕншĕн тесен иртнĕ çул та ку енĕпе "Путь Ильича", "Авангард", "Аккозинский", "Победа" хуçалăхсенче çитменлĕхсем чылай пулчĕç-çке. Кайран ĕç çи тапхăрĕнче те вĕсенче техника тĕлĕшĕнчен чăрмавсем тупăнсах пычĕç. Ял хуçалăх машинисен юсавлăхĕшĕн, вĕсен ĕмĕрне тăсассишĕн паян тăрăшмасан çитес ака-сухара ÿсĕм тăвасси çинчен калаçмалли те çук. Уйрăмах тырă акмалли агрегатсенчи секцисенче вăрлăх хăварни тĕл пулкалать. Çакă кайран çаврăнакан валсене юрăхсăра кăларать. Суха пуçĕсем уйран мĕнле парка çитнĕ, çавăн пекех пĕр вырăнта çĕрсе ларнине час-часах курма пулать. Техникăна перекетлеменни мĕн патне илсе çитернине пурте пĕлеççĕ те, анчах темшĕн-çке ĕçе вăхăтра тумаççĕ. Çавăнпа хуçалăх ертÿçисемпе инженерсен, механизаторсен техникăна пулăшас тесен вăхăта сая ямасăр ял хуçалăх агрегачĕсене управа лартмалла. Патшалăх техника асăрхавĕн инспекцийĕн Çĕмĕрле тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи инспекторĕ Н.Петров ку енĕпе тĕрĕслесех тăрĕ, яваплисенчен çирĕп ыйтĕ. Ан манăр, техникăна хĕле хатĕрлени хуçалăх кассинчи укçана шутланипе пĕрех. Техника е пĕр-пĕр агрегат туянма питĕ хаклă-çке. Ăна кашни çул çĕнетсе пыма хуçалăхсен укçи те çукрах. Тĕслĕхрен, дисклă БДТ-3 сÿре 164 пин тенкĕ ытла тăрать. Тата йывăртарах дисклă сÿре 310 пинрен те хаклăрах. Пресс-подборщик туянас тесен вара 330 пин тенкĕ кăларса хумалла. Комбайн хакĕ вара тăватă миллионран пуçласа вуннă таранах кайса ларать. Хальхи условисенче пысăк хăватпа ĕçлекен техникăсăр нимĕнле те ÿсĕм тума çук. Çавăнпа тĕп тĕллев кашни техника юсавлăхĕшĕн тăрăшасси пулмалла. Хамăр енчен те ял хуçалăх машинисене хĕл каçма мĕнле лартнине пăхсах тăрăпăр. Ку енĕпе тăрăшса ĕçлекенсене те, юлса пыракансене те "Пирĕн пурнăç" хаçатра кăтартăпăр. Тĕрĕслевре техника паркĕнчи тирпейлĕхе те пăхатпăр. Ан манăр, мĕн пур техника хĕл каçа хăй вырăнĕнче пулмалла. Хирте "тăлăххăн" юлнă пĕр агрегат та ан пултăр. Ал çитменнине юр хуплать тесе лăпланса ларма кирлĕ мар.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика