Испуханское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитес çулхи тухăçшăн паян тăрăшмалла

08 сентября 2010 г.

Районти ял хуçалăх кооперативĕсем çак кунсенче хĕрсех кĕрхи культурăсем акассипе тимлеççĕ, çĕртме тăваççĕ. Ĕçе вăраха яма юрамасть. Мĕншĕн тесен шăрăха пула ахаль те çĕр хатĕрлесси, кĕрхи культурăсене акасси, çĕртме сухи тăвасси чарăнса тăчĕ. Халĕ çумăр çунипе çĕре нÿрĕк çапрĕ. Апла пулсан пĕр тăхтаса тăмасăр çитес çулхи тухăçшăн тăрăшса кĕрхи тулă, ыраш акса хăварассипе тимлемелле. Хальлĕхе районĕпе 2500 гектар çинче ĕçе пурнăçланă, планпа кĕрхи культурăсене 3500 гектар акмалла. Умри тĕллевсене «Нивăпа» «Коминтерн» ЯХПК-сем пурнăçланă. Вĕсем мĕн палăртнине акса пĕтернĕ. «Свобода» колхозпа В.Никитин фермер хуçалăхĕ те паян-ыран ака ĕçĕсене вĕçлеççĕ. Ытти хуçалăхсенче ĕçсем майĕпен çеç пыраççĕ. «Телей», «Сура» производство предприятийĕсенче акма та пуçăнман. Сăлтавне вăрлăх çитменнипе е пачах çуккипе ăнлантармалла. Вăхăт вара кĕтмест. Акнă тыр-пултан лайăх тухăç илес текенсем кăçал элитлă вăрлăх туянаççĕ. Акă «Коминтерн» çак паха вăрлăха 25 тонна туяннă, «Нива» – 15, «Сурский» (директорĕ Н.Лисаев) – 18, «Асамат» – 28, В.Никитин фермер хуçалăхĕ – 15, «Свобода» – 10.

Çĕртме тăвасси те тĕп вырăнта. Ку енĕпе «Коминтерн», «Нива» ЯХПК-н механизаторĕсем уйрăмах тăрăшса ĕçлеççĕ. Ыттисен кăтартăвĕсем пĕчĕк-ха.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика