Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуркуннене чĕнсе

30 марта 2010 г.

Мучарти 2–4-мĕш классенче вĕренекен ачасене уроксем хыççăн С.И.Жаркова учительница час-часах ялти библиотекăна илсе каять. Кунта вĕсене библиотека заведующийĕ Г.А.Полячихина хаваспах кĕтсе илет. Мартăн 23-мĕшĕнче кайăксен кунне ирттерчĕ вĕсемпе. Библиотекарь çак куна халалласа сценари хатĕрленĕ, унта викторина та кĕртнĕ. М.Баданова, А.Косова, Е.Обаськина, С.Данилов тĕрĕс те витĕмлĕ хуравларĕç. Г.Полячихина ачасене компьютерпа кайăксен ирхи сассисене итлеттерчĕ. Ĕлĕк ватă çынсем çуркунне çитсен 40 чакак кунĕн праçникне ирттернĕ. Çав кун чустаран кайăк пĕçернĕ.
Библиотекарь авалхи йăлана пăхăнса килте кайăк формиллĕ пылак çимĕç пĕçерсе ачасене валеçсе тухнă. Вĕсем аллисенче чакак кайăксене тытса çуркунне хĕвеллĕ тата çумăрлă кил, тесе чĕннĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика