Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халĕ те вăл пирĕншĕн наставник

26 марта 2010 г.

Шкула пĕрле утаттăмăр, ĕç, пурнăç пирки калаçаттăмăр унпа. Чăннипех иккĕмĕш анне вырăнĕнчеччĕ вăл маншăн. Пире, çамрăксене, кирлĕ чух сĕнÿсем паратчĕ, пулăшатчĕ. Халĕ Валентина Капитоновна Петрова тивĕçлĕ канура. Чунĕпе вара ачасемпех, тăван шкултах. Манаймасть пĕлÿ çуртне, час-часах пулать унта, урамра тĕл пулсан та шкул пурнăçĕ çинчен ыйтса пĕлет.
Çирĕмри хĕр Канашри педучилище пĕтернĕ хыççăн тăван ялĕнче Кивĕ Ахпÿртре 3 çул ĕçленĕ. Тĕмер каччипе паллашса çемье çавăрнă хыççăн çак ялти вăтам шкулта 2 çул аслă вожатăйра, ун хыççăн вара пенсие тухичченех кĕçĕн класс ачисене çирĕп пĕлÿ, ăс-тăн парассишĕн вăй-халне шеллемесĕр тăрăшрĕ.
“Пĕрремĕш вĕрентекенĕн çепĕç чĕлхи, ырă кăмăлĕ, хăйне сăпайлă тытни питĕ килĕшетчĕ пире. Хамăр учителе юратнипех класри ачасенчен чылайăшĕ вĕрентÿ ĕçченĕ пулма ĕмĕтленетчĕ. Эпĕ те çак ĕçе суйласа илтĕм”, – аса илет Тĕмер шкулĕнче пĕрле ĕçлекен Л.Н.Солдатова. Сăмах май каласан, ман мăшăр та Валентина Капитоновнан вĕренекенĕ пулнă. Яланах ăна ырăпа çеç аса илет. 38 çул вăй хучĕ В.Петрова çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парас енĕпе. Пултаруллă педагога ĕçри çитĕнÿсемшĕн “Ĕçри хастарлăхшăн”, “Ĕç ветеранĕ” медальсемпе, “Ăмăрту çĕнтерÿçи” паллăпа, РСФСР Верховнăй Совет Президиумĕн тата нумай Хисеп грамотипе чысланă. Тĕмерти вăтам шкулăн тата Тăвай районĕн Хисеп кĕнекисене кĕртнĕ маттур хĕрарăма.
Мăшăрĕ Василий Александрович – ялти ветерансен канашĕн председателĕ. Вăл ялти участок больницинче рентген-лаборантра ĕçлесе канăва тухнă. Петровсем 5 ача çитĕнтернĕ, пурне те аслă пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине тăратнă.
Аслă хĕрĕ Ирина экономист профессине алла илнĕ. Халĕ Раççей Госснабăн генеральнăй директорĕ. Надежда амăшĕн çулĕпе кайнă, ачасене физика вĕрентет. Сергей ял хуçалăх академийĕнче пĕлÿ пухнă. Халĕ – предприниматель. Шкул вĕреннĕ чухнех тĕрлĕ енлĕ ăмăртусене хутшăнса çитĕнÿсем тăватчĕ. Паянхи кунчченех спортпа туслă вăл. 2008–2009 çулсенче Сергей Васильевич районта ветерансен футбол командине йĕркеленĕ. 2009 çулта тăвайсем республика турнирĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă. Чăваш Енре ирттернĕ кăçалхи хĕллехи чемпионатра йĕлтĕрпе чупассипе çĕнтернĕ.
Сăмах май, унăн ывăлĕ Алексей республикăри йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнче виççĕмĕш çул 1-мĕш вырăн йышăнать. 2010 çулта Свердловскра биатлон енĕпе иртнĕ Раççей чемпионатĕнче тăваттăмĕш пулнă, Саранскра 560 спортсмен хушшинче çиччĕмĕш вырăна тухнă.
Сергей Васильевичпа мăшăрĕ Альбина Алексеевна тăван шкула манмаççĕ, кирлĕ вĕрентÿ хатĕрĕсем илме пулăшсах тăраççĕ. Çавăн пек ырă чун-чĕреллĕ пулнăшăн вĕсене, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене коллектив ячĕпе тав тăвас килет.
Тепĕр ывăлĕ Саша медицина институтĕнчи стоматологи факультетне пĕтернĕ, мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех Забайкальски çар округĕнче тухтăрта тăрăшнă. Халĕ те Шупашкарта хăй ĕçне малалла тăсать.
Кĕçĕн хĕрĕ Люда Шупашкарти педагогика институтĕнче математикăпа информатика факультетне пĕтернĕ, аслă пиччĕшĕ патĕнче вăй хурать.
Чăнах та савăнмалăх та, мухтанмалăх та пур ачисемпе, мăнукĕсемпе Василий Александровичпа Валентина Капитоновнан.
Вĕрентес ĕçре те, пурнăçра та Валентина Капитоновна пек ĕç наставникĕсенчен вĕренмелли нумай пирĕн.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика