Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулта иртнĕ Пленум

07 мая 2010 г.

Нумаях пулмасть районти вăрçăпа ĕç ветеранĕсен пленумĕ пулса иртрĕ. Вăл Тăвайри вăтам шкулта пулчĕ, ăна Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине халалласа ирттернĕ. Кун йĕркинче ачасене патриотла воспитани парасси мĕнле шайра пулнипе паллашасси. Пленума пухăннисене шкул директорĕн ĕçĕсене туса пыракан В.М.Кириллова тата директорĕн çумĕ Н.В.Михайлова ăшшăн кĕтсе илчĕç. Шкулта куç умне тÿрех тасалăхпа йĕркелĕх тухса тăчĕ. Пур çĕрте те чечексем, стена çумĕнчи сентресем çинче шкулта вĕренекенсем тĕрлĕ ăмăртусенче çĕнсе илнĕ нумай-нумай кубоксемпе призсем. В.М.Кириллова ветерансене шкул историйĕпе паллаштарчĕ, хăйсен хальхи пурнăçĕ çинчен каласа кăтартрĕ, классем тăрăх илсе çÿрерĕ. Мĕн чухлĕ курмалли, пĕлмелли пулчĕ кунта ветерансемшĕн. Шкулта ачасене тăрăшса вĕренме пур майсем те туса панă. Классенче çителĕклĕ таран компьютерсем, тĕрлĕ-тĕрлĕ çĕнĕ оборудовани пур. Шкул çĕнсе илнĕ грант укçипе тĕрлĕ тĕрĕслев ирттермелли хатĕрсем туяннă, сăнавсем тăваççĕ. Икĕ пысăк спортзал ачасене физкультура урокĕсем ирттерме тата ăмăртусене лайăх хатĕрленме май парать. Шкулта вĕренекенсем район тата республика шайĕнче иртекен “Орленок”, “Зарница” вăйăсене тата ытти çивĕч ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсем çĕнсе илеççĕ. Шкулта кадетсен класĕ пур, тимур команди ĕçлет. Аслă Çĕнтерĕве халалласа “65 ырă ĕç”, “Эпĕ астăватăп, эпĕ мăнаçланатăп” ятпа республикăра иртекен ÿкерчĕксен тата патриотла сăвăсен конкурсĕсене хутшăннă. Настя Михайлова хăй çырнă “Как жестока ты злая война” сăввине вуласа парсан залра ларакансенчен нумайăшĕн куççуль тухрĕ. Шкул ачисем час-часах вăрçăпа ĕç ветеранĕсем патĕнче пулаççĕ, хăйсене те шкула чĕнеççĕ, пĕр-пĕринпе çирĕп çыхăну тытаççĕ, нумай ырă ĕç тăваççĕ.
Ветерансем шкулти тĕл пулупа кăмăллă юлчĕç, пирĕн çĕр-шывăн пуласлăхĕ ăслă та çирĕп пĕлÿллĕ, таса чун-чĕреллĕ ачасен аллинче пулнине курса ĕненчĕç, шкул коллективĕ ачасене патриотла воспитани парассипе кашни кун пысăк ĕç туса пынине палăртрĕç Пленумра.
Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнĕ ятпа тата учительсен çулталăкĕпе саламласа пурне те ырлăх-сывлăх, телей тата пурнăçра, ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçусем сунатпăр.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика