Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăçалхи çĕнтерÿçĕсем те – Тăвай шкулĕн командисем

28 мая 2010 г.

Кăçалхи çĕнтерÿçĕсем те – Тăвай шкулĕн командисем

Тĕмер ял поселенийĕнчи чи хитре вырăнта – Паснер вăрманĕнче – çу уйăхĕн 19–21-мĕшĕсенче “Зарницăпа” “Орленок” çарпа спорт вăййисем иртрĕç. Кăçалхи ăмăртусенче çамрăк армеецсен 15 уйрăмĕ кĕрешрĕ. Ачасем 7 блока пĕрлештернĕ конкурссемпе вăйăсенче ăсталăха кăтартрĕç, тавракурăма тĕрĕслерĕç, çаврăнăçулăха туптарĕç.
Çарпа спорт вăййисем тĕл перекенсен ăмăртăвĕнчен пуçланчĕç. Малти вырăна Тăвай тата Тĕмер шкулĕсем йышăнчĕç.
“Эпĕ – Раççей гражданинĕ”, “Чăваш Ен малашлăхĕнчен тата малашлăхĕшĕн”, “Паттăрсемпе танлашар”, “Пирвайхи медицина пулăшăвĕ”, “Хÿтлĕх”, “Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисем” темăсем пулчĕç теори блокĕнчи программăра. Вĕсенче Енĕш Нăрвашри, Тăвайри, Тăрмăшри, Тушкилти çамрăк армеецсем палăрчĕç.
Малтанхи кунхине асăннă ăмăртусем вĕçленнĕ хыççăн, 18 сехетре, çарпа спорт вăййисене савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Ачасене район пуçлăхĕ Н.И.Иванов, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ В.Я.Шакров, сывлăх сыхлавĕн, шалти ĕçсен районти пайĕн представителĕсем, шкулсен директорĕсем саламларĕç. Пĕлтĕрхи вăйăсен çĕнтерÿçисем – Тăвай шкулĕн командисем – Чăваш Республикин патшалăх ялавне çĕклерĕç.
Унтан çамрăксем стройпа утассипе тупăшрĕç. “Зарничниксемпе ăмăрткайăкçăсем хушшинче те Тăвайри вăтам шкул командисем – чи пултаруллисем”, – пĕлтерчĕç ăмăртăва хаклакансем.
Ачасемпе яшсен творчество аталанăвĕн центрĕн директорĕ Л.Г.Степановапа ГИБДД уйрăмĕн начальникĕн ĕçĕсене туса пыракан А.В. Герасимов çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн çамрăк инспекторĕсен пĕлĕвĕпе ăсталăхне тĕрлĕ енлĕ кĕрешÿре хакларĕç, вĕсен шутĕнче велосипедпа фигурăсем туса ярăнасси те пулчĕ. Ку енĕпе Тăрмăшпа Тĕмер шкулĕсенчи вĕренекенсем çĕнтерчĕç.
Çарпа практикăри нумай енлĕ тупăшура, шыв çинчи, туризмпа çыхăннă чăрмавсене парăнтарассипе Тăрмăш, Тăвай, Тĕмер, Çĕнĕ Пуянкасси тата Тушкил шкулĕсен командисем малтисен ретне тăчĕç.
Творчество блокĕнчи конкурссенче тăвайсем çĕнтерчĕç. Çавăн пекех Мучарпа Тĕмер (”Зарница”), Тĕмерпе Элпуç (”Орленок”) шкулĕсем те пултарулăхпа палăрчĕç.
Юлашкинчен ăмăртусене пĕтĕмлетсе çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç. Кăçалхи вăйăсенче, пĕлтĕрхи пекех, Тăвай шкулĕн икĕ команди те çĕнтерÿ кубокне алăран вĕçертмерĕ. Çамрăксемпе Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ А.А.Пимулин тата физкультура вĕрентекен М.Е.Алексеев чылай тăрăшни куçкĕрет. Çавăн пекех тĕмерсен икĕ ушкăнĕ те виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăнсен хуçисем – Тăрмăшри зарничниксемпе Тушкилти ăмăрткайăкçăсем.
Малти вырăнсене йышăннисене кубоксемпе, медальсемпе, грамотăсемпе тата дипломсемпе хавхалантарчĕç. Тăвай шкулĕн командисем республикăри вăйăра район чысне хÿтĕлĕç. Вăл июнĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 3-мĕшĕччен Муркаш районĕнче иртмелле.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика