Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçтешĕмĕр конкурсра палăрчĕ

04 июня 2010 г.

Ĕçтешĕмĕр конкурсра палăрчĕ

Иртнĕ уйăх пирĕн ĕçтешĕмĕршĕн Наталья Сергеевна Куракинашăн хĕрÿ те ответлă тапхăр пулчĕ. Çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче вăл вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсен фестивальне хутшăннă. Унтан Наталья Сергеевна дипломпа таврăннă. Çу уйăхĕн 19–21-мĕшĕсенче Шупашкарта “Вĕрентекен çулталăкĕ” конкурс иртнĕ. Чăваш çĕр-шывĕн пĕтĕм кĕтесĕнчен ăста та пултаруллă 29 педагог пухăннă кунта.
Тăвай районĕнчен Чутейри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти вырăс чĕлхипе литература учителĕ Н.Куракина тупăшнă.
Пĕрремĕш кунĕнче мĕн-пур конкурсант хăйсен предмечĕпе уçă урок панă тата методика семинарĕнче пулнă. Усă куракан çĕнĕ технологисем, вĕсемпе ĕçре тунă çитĕнÿсем çинчен каласа кăтартнă. Уроксене кашниех интереслĕрех те содержанипе пуянрах ирттерме тăрăшнă.
Тепĕр кунне класс сехечĕ тата ашшĕ-амăшĕн пухăвне ирттернĕ. Палăртса хăвармалла, пирĕн ĕçтеш класс сехетĕнче çитĕнекен ăрăва хумхантаракан çивĕч ыйтусене хускатнă. Эрех-сăра, ытти сиенлĕ йăла-йĕрке çинче чарăнса тăнă. Ашшĕ-амăшĕпе ирттернĕ “Ача вăрлать. Мĕн тумалла;“ пуху теми те хутшăнакансене тарăн шухăша янă. Çапла, пĕрремĕш турта тăватă енлĕ тупăшу хыççăн иккĕмĕш тура пилĕк çĕнтерÿçĕ юлнă.
Виççĕмĕш кунĕнче финала тухнисем педагогика совечĕ умĕнче хăйсем хатĕрленĕ вĕрентÿ проекчĕсемпе паллаштарнă. Тăватă конкурсант лауреат ятне тивĕçнĕ.
“Вĕрентекен çулталăкĕ” конкурсра Çĕмĕрле хулинчен пынă вĕрентекен çĕнтернĕ.
Чи юлашкинчен пурне те дипломпа тата хаклă парнепе чысланă, трактор тăвакансен культура керменĕнче чаплă концерт кăтартнă. Шупашкарта тивĕçнĕ наградăсемсĕр пуçне райадминистрацин вĕрентÿ пайĕпе çамрăксен политикин пайĕ Наталья Сергеевнана 1500 тенкĕлĕх сертификат панă. Пултаруллă та сатур ĕçтешĕмĕре Чутейри вĕрентекенсем, районти вĕрентÿ пайĕн методисчĕ Э.В.Николаева, пргофсоюз комитечĕн председателĕ И.В.Семенова саламланă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика