Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă пул, ача сачĕ!

08 июня 2010 г.

Сывă пул, ача сачĕ!

Вунă хĕр ача тата тăватă арçын ача хăйсен юратнă ача сачĕпе сывпуллашрĕç.
“Питĕ хăвăрт çитĕнсе çитрĕмĕр эпир. Пире тутлă апат пĕçерсе çитернĕшĕн, таса вырăн çинче çывăрттарнăшăн, тавра курăма пуянлатма, вăй-хала, сывлăха çирĕплетме, талантсене тупса аталантарма пулăшнăшăн пурне те чун-чĕререн тав тăватпăр”, – терĕç вĕсем.
Пултаруллă ачасенчен пуян ку ушкăн. Пурте вĕсем О.А.Уткина ертсе пыракан ташă тата юрă ăстисен кружокĕсенче хăйсен ăсталăхне аталантарчĕç. Кашни юн кун иртекен “Савăнăç каçĕсенче” кĕçĕн ушкăнри ачасене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç: юмахсем кăтартрĕç, ташларĕç, юрларĕç. Лена Иванова “Эпĕ – тĕпчевçĕ” конкурсра районта 1-мĕш вырăн йышăнчĕ, республикăри турта та унăн ĕçне пăхса тухрĕç. Çамрăк пулсан та вăл килте, “Акконд–агро фирма” обществăра сăвакан ĕнесен тата магазинра сутакан сĕтсен пахалăхне тĕпчерĕ. Сĕтрен ачасене ÿсме пулăшакан мĕнле апат-çимĕç хатĕрлени çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Катя Ананьева республикăра иртнĕ смотр-конкурсра иккĕмĕш пулнă. Ксюша Михайлова районти ăс-тăн вăййинче çĕнтернĕ. Уявсенче Даша Павловапа иккĕшĕ ăста ертсе пыракансем пулнине кăтартса пачĕç. Галина Александровапа Катя Владимирова пушар хăрушсăрлăхĕн темипе çыхăннă конкурса хутшăнса çĕнтерÿçĕсен шутне кĕчĕç. Пурин пирки çырса пĕлтерме те çук, кашни ача хăйне евĕрлĕ пултаруллă: кам – юрра-ташша, кам – ÿкерме, кам – ал ĕç тума.
Утренникра “День рождения”, “Бедный ежик”, “Моя Россия”, “Пироги” юрăсене илемлĕ шăрантарчĕç, принцессăсен тата “Купăслă каччă” ятлă ташăсене ташларĕç. Виçĕ тус-тантăш ĕмĕчĕсене уçса пачĕ: пĕри – стюардесса, тепри – артист, виççĕмĕшĕ вара паллă ученăй пуласшăн.
Вăтам ушкăна çÿрекенсем аслисене шкулта ăнăçусем сунчĕç. Лайăх вĕренме сăмах парса, выпускниксем кĕçĕннисене хăйсен теттисене парнелесе хăварчĕç.
Ашшĕ-амăшĕ ачисене энциклопеди парнелерĕ, ăслă çын пулса ÿсме сунчĕ. Амăшĕсем – Татьяна Иванова, Марина Владимирова, Алина Сормова, Лилия Михайлова конкурссемпе вăйăсем йĕркелерĕç. Шкул çулне çитнисем пĕр-пĕрне парăнасшăн пулмарĕç, маттурскерсем пылак “сюрпризсене” тивĕçрĕç. Людмила Ананьева “Воспитатель” ятлă сăвă вуласа пачĕ. Л.Н.Александрова, В.Н.Константинова, В.С.Ермолаева воспитательсене тата ача садĕнче тăрăшакан пĕтĕм ĕçчене ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунчĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика