Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни пĕлме тивĕç

04 июня 2010 г.

Кашни пĕлме тивĕç

Çул-йĕр правилисене кашнин пĕлмелле. Урамсенче машинăсен юхăмĕ пысăк пулни, çине-çине машина пыни, вĕсен куçăм хăвăртлăхĕ те пĕчĕк марри çул-йĕрпе транспорт инкекĕсен тĕп сăлтавĕсенчен пĕри пулса тăрать. Çавнашкал инкексенче ачасем те шар курни никама та тимлĕхсĕр хăварма пултараймасть. Мĕншĕн тесен ачасене сывлăхлă та тĕрĕс-тĕкел çитĕнтересси – обществăн тĕп тĕллевĕ.
Çул-йĕр правилисене вĕренесси тата çав тĕллевпе ирттерекен мероприятисем ача сачĕсенче те ялан малти вырăнта тăраççĕ. Унсăрăн епле-ха. Вĕт çакна пурнăç хăй хушать. Çавăнпа урам тата çул-йĕрсем ачасемшĕн хăрушă мар пулччăр тесен, мĕн тумалла. Паллах, вĕсене çул-йĕр куçăмĕн правилисем, çул çинчи знаксемпе ыттисем çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе каласа памалла, çакна тĕрлĕ майпа ăнлантарма тăрăшмалла. Ачасене ытларах ÿкерчĕксемпе, иллюстрацилесе, театрализацилесе, вăйă формипе, музыка пулăшăвĕпе ăнлантарса пани çывăхрах. Мĕншĕн тесен ачасен организмĕнче вăйă йĕрки çут çанталăкран хывăннă, вĕсен ăсра сăнарласси, шухăш хастарлăхĕ аван аталаннă, уйрăмах витĕмлĕ çутă самантсем унăн ăс-тăнĕнче кирлĕ пĕлÿ, тарăн ăнлав хăвараççĕ. Кирек хăш ача та çул-йĕр куçăмĕн правилисене çул-йĕр юмахĕсем, викторина, вăйă урлă ахаль каласа панинчен лайăхрах ăнланать. Ачасене çавăн пекех куçăмлă вăйă формисем кăмăла каяççĕ, çавна май кун пек чухне куçăм хăрушсăрлăхне халалланă эстафета питĕ вырăнлă. Унпа ача çул-йĕр куçăмĕн правилисене лайăхрах ăнланса, астуса юлать, çавăнпа пĕрлех ăçта тата хăçан хаваслă та хăрушсăр выляма май килнине пуçа чикет.
Çак тĕллевпе Тăвайри иккĕмĕш номерлĕ ача сачĕн виççĕмĕш группинче чылай ĕç тăваççĕ, асăннă темăпа тĕрлĕ творчество ĕçĕсен, ÿкерчĕксен конкурсĕсем, ГИБДД сотрудникĕсемпе тĕл пулусем ирттереççĕ. Группăра ача-пăча кĕнекисен тематикăлла пуххисем, вăйăсен сюжечĕсем, урамсен макечĕпе усă курса туса хатĕрленĕ çул-йĕр куçăмĕн правилисене вĕренмелли кĕтес пур. Занятисенче усă курма курăмлă кăтартса вĕренмелли тата дидактика материалĕсем нумай, вылямалли транспорт хатĕрĕсем, çул-йĕр знакĕсен комплекчĕ пур.
Правилăсене теори тата практика тĕлĕшĕнчен вĕренсе, ачасем “Çул-йĕр азбукине” аванах пĕлекен пулаççĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика