Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика Президенчĕ Районта

11 июня 2010 г.

Республика Президенчĕ Районта

Пирĕн районти Элпуçĕнчи вăтам шкула çĕнĕрен тума республика бюджетĕнчен 91 млн. тенкĕ укçа уйăрнă. Тунтикун 140 вырăнлă шкул çуртне купаламалли вырăнта (вăл Элпуçпа Çĕнçырма ялĕсем хушшинче) пĕрремĕш шалча çапнă. Строительство ĕçĕсене Шупашкарти “Старко” фирма” акционерлă общество пурнăçлать.
Кĕске вăхăтрах кунта хăватлă техника ĕçлеме пуçларĕ.
Ĕнер çĕнĕ шкул çурчĕн пĕрремĕш кирпĕчне хума Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров килсе çитрĕ. Вăл вĕренекенсемпе учительсене, ашшĕ-амăшне паллă кунпа – строительство ĕçĕсем пуçланнă ятпа – саламларĕ.
–Çак шкулта ачасене, хăйсен ĕçне чунтан юратакан учительсем ĕçлеççĕ. Шкул пурне те кирлĕ: ачасене те, педагогсене те. Çулталăк хушшинче кунта чăн-чăн пĕлÿ керменĕ çĕкленĕ. Унта спортзал, стадион, мастерскойсем, классенче çĕнĕ йышши оборудовани пулĕç, – палăртрĕ Николай Васильевич.
Шкулăн малтанхи кирпĕчĕсене республика Президенчĕ Н.В.Федоров, Р.Андреев вĕренекен, район пуçлăхĕ Н.И.Иванов хучĕç.
Роман Андреев Президента шкул тума укçа-тенкĕ уйăрса пулăшнăшăн чĕререн тав турĕ, çĕнĕ шкулта тата лайăхрах вĕренме сăмах пачĕ.
Ун хыççăн Чăваш Республикин Президенчĕ Кивĕ Пуянкасси ялне çул тытрĕ.
Тăвай районĕнче тăлăх ачасене тата нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтерес тĕллевпе йывăçран 4 çĕнĕ çурт çĕкленĕ.
Н.В.Федоров Кивĕ Пуянкассинчи Степановсен 2 хутлă çуртне уçнă çĕре хутшăнчĕ. Çемьере 5 ача. Çак кун чăннипех пысăк уяв пулчĕ вĕсен – çемье илемлĕ çурта пурăнма куçрĕ. Президент Степановсене пÿрт уççине тата хаклă парне пачĕ.
Çак ялти Константиновсен çемйинче те 5 ача. Вĕсем валли те çывăх вăхăтрах 2 хутлă кермен хатĕр пулĕ.
Кушкă ялĕнчи Кравчуксен 6 ача çитĕнет. Вĕсем валли те çĕнĕ çурт хатĕр ĕнтĕ. Ачисем кашниех хăйсен пÿлĕмĕсене йышăннă, хăтлăх кÿнĕ.
Çĕнĕ Пуянкассинчи Алексейпе Анастасия Семеновсем те патшалăх пулăшăвĕпе çĕнĕ çурт-йĕрлĕ пулчĕç. Алексей Мускаври автомобильпе çул-йĕр институтĕнче вĕренет, аслă пĕлÿллĕ специалист пулма хатĕрленет.
Çÿлерех асăннă çемьесене те Президент хаклă парнесем пачĕ.
Ялсенче Республика Президенчĕпе Н.В.Федоровпа район пуçлăхĕ Н.И.Иванов пĕрле çÿренĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика