Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хастаррисенчен пĕри

06 июля 2010 г.

2010 – Учитель çулталăкĕ. Тушкил шкулĕнче пултаруллă учительсем ĕçлеççĕ. Вĕсем пире ăслă, анлă тавракурăмлă, маттур та сăпайлă пулма вĕрентеççĕ. Хастаррисенчен пĕри – Ирина Геннадьевна Кондратьева. Вăл Сăхăтпуç ялĕнче 1960 çулхи утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче çуралнă. Ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Шкулти библиотека заведующийĕнче те тăрăшать.
Пире 2007 çулта пиллĕкмĕш класран пуçласа чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме пуçларĕ. Халĕ ĕнтĕ эпир 7 класс пĕтертĕмĕр.
Эпир Ирина Геннадьевна ертсе пыракан “Çамрăк корреспондент” кружока хаваспах çÿретпĕр. Вăл пире тĕрлĕрен статьясемпе сăвăсем çырма вĕрентет, вĕсем район хаçатĕнче пичетленсен хĕпĕртетпĕр. И.Кондратьева ачасене тĕрлĕ мероприятисене хатĕрленме пулăшать. “Чĕвĕлти чĕкеç” конкурсра пирĕн шкулти вĕренекенсем пĕрре кăна мар палăрнă. Çак ÿсĕмсенче пирĕн юратнă учительницăн тÿпи пĕчĕк мар.
Часах Ирина Геннадьевна Кондратьеван юбилей. Эпир ăна ĕмĕр тăршшĕпех ăнăçу, телей, çирĕп сывлăх, тулăх пурнăç, иксĕлми телей сунатпăр. Çĕр çултан та иртмелле пултăр Сирĕн.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика