Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансене чысларĕç

09 июля 2010 г.

Амалăх клубĕнче тĕлĕнмелле хаваслă тĕл пулу пулчĕ. Çав вă хăтрах çак тĕл пулу 100 çул ытла ĕçленĕ шкулта иртейменнишĕн чун ыратрĕ (темиçе çул каялла шкул хупăнчĕ". Çавах та унта ĕçленĕ вĕрентекенсем манăçа тухнă “тăлăх” çынсем мар. Вĕрентекенĕн çулталăкне халалласа ялти шкулта ĕçленĕ учительсемпе пенсионерсене пухса “çавра сĕтел” йĕркелерĕç. Кунта культура çурчĕн пуçлăхĕн Галина Николаевна Петровапа ветерансен канашĕн председателĕн Галина Сергеевна Перлован тÿписем те пысăк. Культура çуртне ялти шкулта ĕçленĕ пенсионерсем тата çак ялтан тухнă учительсем чылайăн пухăнчĕç. Вĕсене Тĕмер ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г.Иванов ăшшăн саламларĕ, кĕскен поселени ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. А.Е.Матвеевана, Г.С.Перлована, В.С.Гуринана грамотăсемпе наградăларĕ, парнесем пачĕ, ырă сăмахсемпе пурне те тав турĕ. Чутей шкулĕн директорĕ Н.В.Большов шкул ĕçĕсем çинчен каласа кăтартрĕ. Вăл та Чутейре ĕçлекен Амалăх учителĕсене грамотăсем парса хавхалантарчĕ.
Учитель-пенсионерсем хăйсен пурнăçĕпе паллаштарчĕç, Амалăх шкулĕн историйĕпе мухтанчĕç, унта ĕçленĕ, халь пирĕнтен уйрăлнă учительсене ура çине тăрса аса илчĕç. Ку ялтан тухнă вуншар çын вĕрентекен профессине алла илнĕ. Çамрăк ăрури вĕрентекенсем А.В.Гурина, А.Н.Орлова, Ф.В.Афонина, Р.А.Иванова, В.В.Мюресова хăйсем ветерансен ĕçне малалла тăсни çинчен каласа кăтартрĕç. Шкул ачисем В.Колотушкин баянпа хавхалантарса пынипе пухăннисене концертпа савăнтарчĕç. Сĕтел хушшинче ăшă калаçу чылайччен пычĕ. Ветерансем хăйсен аса илĕвĕсемпе паллаштарчĕç. Çавăн пек кĕтмен çĕртен ăшă тĕл пулу йĕркелесе панăшăн пухăннисем Г.Петровăна, ял поселени пуçлăхне Г.Иванова, ветерансен канашĕн председательне Г.Перлована чĕререн тав тăваççĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика