Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçне чунтан парăннă

27 июля 2010 г.

Вĕрентекен профессийĕ йывăр та пархатарлă. Учитель – çĕр çинчи чи пултаруллă, чи ăслă, чи хисеплĕ çын. Вăл пире атте-анне пекех юратать, ыррине çеç сунать, ăслă-тăнлă çын тăвасшăн вăй-халне, сывлăхне шеллемест. Тушкилти вăтам шкулта хăйсен ĕçне чунтанах парăннă вĕрентекенсенчен пĕри – Елена Николаевна Захарова. Вăл пире акăлчан чĕлхине юратма вĕрентет.
Елена Николаевна 1955 çулта утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Вăрмар поселокĕнче çуралнă. 1979 çултанпа, Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнăранпа, Тушкилти вăтам шкулта ачасене ют чĕлхене хисеплеме вĕрентет. Уроксене интереслĕ ирттерет, вăхăт иртни те сисĕнмест Елена Николаевнан ачасене вĕрентес ĕç опычĕ пысăк. Педагогикăри ĕç стажĕ 30 çул ытла. Çак тапхăрта çĕр-çĕр ачана пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илме пулăшнă вăл. Унăн вĕренекенĕсем çулсеренех олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ.
Ырă кăмăллă, сăпайлă, таса чунлă, пуçаруллă та талантлă, çивĕч ăслă вĕрентекене эпир питĕ юрататпăр. Çирĕп сывлăх, хастарлăхпа вашаватлăх, вăрăм ĕмĕр, çăл куç пек тапса тăракан вăй-хал сунатпăр.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика