Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Класс тулли вĕренекен - куç тулли савăнăç

21 августа 2010 г.

Присоединенное изображение

Иртнĕ кунăн çути çук теççĕ. Анчах çулсем иртсе пынă май темшĕн-çке çав кунсен, çулсен илемлĕхĕ час-часах куç умне тухса тăрать. Ĕмĕрĕме шкул пурнăçĕпе çыхăнтарса ирттернĕ май шухăшсем те çав вăхăтри пулăмсене аса илтереççĕ. Шкул ачин уçă сасси мĕнле пысăк савăнăç кỹнине сăмахпа та каласа параймăн. Тивĕçлĕ канăва тухни 25 çул ытла пулин те, юлашки кăларăм - 1985 çулта 10 "а" класран пурнăçăн аслă çул çине кăларса янă вĕренекенсем халĕ те куç умĕнчех. Вĕсен пĕрремĕш вĕрентекенĕ Людмила Александровна Горшкова пулнă. Аслă Елчĕкри шкулта вăл 1974 çулта ĕçлеме пуçланă. Пĕрремĕш çула, пĕрремĕш класри 30 мăшăр куçа - 13 хĕр ачапа 20 арçын ачана паянхи пекех асра тытать. Малтанласа, паллах, çамрăк вĕрентекене пĕчĕк шăпăрлансемпе ĕçлеме çăмăл та пулман. Майĕпен хăнăхса пынă, каярахпа вăл вĕсемшĕн амăшĕ пекех çывăх пулса тăнă. Сăпайлă, çепĕç вĕрентекене ачасем юратнă, хисепленĕ. Людмила Александровна хăйне шанса панă ĕçре чунне парса тăрăшни сая кайман. Вĕренекенсемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе часах пĕр чĕлхе тупнă вăл, çапла майпа малтанхи 4 çул епле иртсе кайнине те сиссе юлайман. Пĕрре хăнăхнă ачасене хăйĕнчен уйăрас та килмен унăн. Кĕçĕн классенче Людмила Александровна вĕрентнĕ 5 "а" класс ертỹçи пулма мана шанчĕç. Класпа çывăхрах паллашас шутпа, паллах, чи малтан вĕсен пĕрремĕш вĕрентекенĕпе тачă çыхăну тытрăм. Кашнийĕнпе уйрăммăн паллашса пынă май хăш-пĕр ачасен ашшĕне е амăшне вĕрентнине, класс ертỹçи те хамах пулнине аса илсе пытăм. Сăмахран, Владимир Ляпуновăн ашшĕне, Виталий Свиягинăн амăшне, Виталий Патшинăн ашшĕне, Юрий Сининăн ашшĕне хăй вăхăтĕнче эпĕ вĕрентнĕ. Çавна май мана çак класпа ĕçлеме çăмăл пуласса малтанах пĕлтĕм. Тарăн пĕлỹ илес тесен кун йĕркине çирĕп пăхăнмалла. Çапла пулма ачасене вĕрентекенсем хăнăхтараççĕ. Чăнах та, уроксем вĕçленнĕ хыççăн пĕтĕмлетỹ тумасăр пĕр кун та иртмен. Çавăнпа класра йĕркене пăсакан ачасем пулманпа пĕрех. 6-7-мĕш классенче вĕренекенсем тĕрлĕ кружоксене çỹресе хăйсен пĕлĕвĕпе ăсталăхне çирĕплететчĕç. Эпĕ вырăс чĕлхипе литературин кружокне ертсе пыраттăм. Час-часах концертсем, пĕчĕк пьесăсем тăрăх спектакльсем кăтартаттăмăр. Хатĕрленỹ ĕçĕсенче пире шкул библиотекарĕ Лидия Ерофеевна Каткова нумай пулăшатчĕ. Хăйсене кирлĕ костюмсене те ачасем хăйсемех çĕлетчĕç. Класпа хатĕрленнĕ кирек хăш мероприятие те пĕрремĕш вĕрентекене - Людмила Александровна Горшковăна чĕнесси йăлана кĕнĕччĕ. Вĕрентекенсен коллективĕ ачасене тарăн пĕлỹ панипе пĕрлех ĕçе юратма, ăна тĕплĕн пурнăçлама хăнăхтарнă. Хĕрỹ вăхăтра кашни çул ушкăнпа кар тăрса тăван колхоза пулăшма тухнă. Класпа класс мала тухассишĕн ăмăртнă, хамăр та ачасемпе юнашар тăрса ĕçленĕ, вĕсене хавхалантарса пынă. Тăрăшса ĕçленĕшĕн вĕренекенсене Волгограда экскурсие илсе кайма сăмах патăм. Каланине пурнăçламалла, унсăрăн ачасен шанăçĕнчен тухма та пултаратăн. Панă сăмаха тытма пĕлтĕмĕр, Людмила Александровна Горшковăпа иксĕмĕр саккăрмĕш класри 30 вĕренекене кĕркуннехи каникул вăхăтĕнче Волгограда илсе кайма май тупрăмăр. Ял ачисем герой-хулари паллă вырăнсемпе паллашрĕç, чаплă хăна çуртĕнче пурăнса курчĕç. Мĕнле савăнмарĕç пулĕ вĕсем ун чухне! Тăххăрмĕш класра вĕреннĕ чухне шкул дирекцийĕ пулăшнипе вĕренекенсене тỹлевсĕр путевкăпа Мускава илсе кайрăмăр. Ун чухне Аслă Елчĕк ачисем ытти тăванла республикăсен (Литва, Казахстан, Украина, Беларуç), Мускав ачисемпе паллашрĕç. Кайран та вĕсем Мускавра паллашнă тусĕсемпе чылай вăхăт туслă çыхăну тытрĕç. 1985 çулта 13 хĕр ачапа 20 арçын ача алла аттестат илчĕç. Вĕсенчен 5-шĕ вăтам шкула ылтăн медальпе пĕтерчĕ. 10 вĕренекен аслă шкултан ăнăçлă вĕренсе тухрĕ, нумайăшĕ тĕрлĕрен техникумсенче ăс пухрĕ, хăйсен юратнă специальноçĕсене суйласа илчĕç. Хамăр вĕрентнĕ ачасемпе çывăх пулни пурнăçа тăсать, ватăлма памасть.

Сăн ỹкерчĕкре: 1985 çулта 10 "а" класра вĕренсе тухнисем герой-хулапа - Волгоградпа паллашаççĕ.


Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика