Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туй халăхĕ наркăмăшланнă

11 августа 2010 г.

Хĕрлĕ Чутай пикипе Атнар йĕкĕчĕшĕн пурнăçĕнчи чи курăмлă кун инкекпе вĕçленнĕ. Вĕсен туйĕнче савăннă халăх... больницăна лекнĕ.

Кĕрекере сăйланнă хăна-вĕрле кăнтăрла хыççăн аптраса ÿкнĕ. Пурин те пĕр пек чир паллисем. Наркăмăшланнине ăнланса илнĕ çынсем больницăна васканă. Район больницин тĕп врачĕн çумĕ Людмила Кчеткова каланă тăрăх, пĕтĕмпе 31 çын пулăшу ыйтнă. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕн чир паллисем палăрман. Хальхи вăхăтра инфекци уйрăмĕнче 13 çын сипленет. Медицина ĕçченĕсем вăхăтра диагноз лартса тĕрĕс сиплев палăртнăран инкеке сирме май килнĕ.

Наркăмăшланнин сăлтавĕ – тĕрĕс мар хатĕрленĕ, тивĕçлĕ условире упраман апат-çимĕç. ЧР Роспотребнадзорăн Çĕмĕрле хулинчи уйрăмĕн пуçлăхĕ Вера Якубова каланă тăрăх, çынсем çинĕ чăх какайĕнче, тефтельпе катлетра, салатсенче «ылтăн стафилококк» тупнă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика