Испуханское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр ĕçĕшĕн вăй-халне шеллемест

11 августа 2010 г.

Ял пурнăçне хулапа танлаштараймăн ĕнтĕ: сывлăшĕ таса, çут çанталăкĕ илемлĕ. Ÿркенмесен ял хуçалăхĕнче ĕç нумай. Акă Турхан ялĕнче пурăнакан Алексей Иванович Воронов та ял пурнăçне кăмăллать, çуралнă тăрăхра тĕпленсе пурăнма шутлать.

Ăста çыншăн икĕ алла ĕç тупăнсах тăрать. Алексей та ял пурнăçне хăнăхса ÿснĕскер, Тралькассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан Етĕрне училищин районти филиалĕнче тракторист профессине алла илет. Унтан "Нива" ЯХПК-ра Т-150 тракторпа ĕçлеме пуçлать. Тăватă çул ĕнтĕ çамрăк хăйне шанса панă техникăна юсавлă тытса ăна пĕр тикĕс ĕçлеттерет. Ака-суха тапхăрĕнче çĕр хатĕрлет, вăрлăх турттарать, утă çинче выльăх апачĕ хатĕрленĕ ĕçе хутшăнать. Хĕлле те ĕç тупăнсах тăрать. Вырма тапхăрĕнче пултаруллă çамрăка йĕтем заведующийĕ пулма шанаççĕ. Кăçалхипе икĕ çул ĕнтĕ Алексей Иванович йĕтем çинче йĕрке туса пынă. Яваплă ĕç шанса пама майĕ те пур. Алексей Иванович çĕр ĕçне хăнăхса ÿснĕ, ĕçтешĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пултарать. Тепĕр енчен, каччă Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнче агроном пулма куçăмсăр майпа пĕлĕве ÿстерет. Кăçал вăл 4-мĕш курс пĕтернĕ. Хăй каланă тăрăх, алла диплом илсен çамрăк тăван хуçалăхрах вăй хурасшăн.

– Мана техника таврашĕ мĕн пĕчĕкренех кăсăклантарать. Тепĕр тесен, эпир çемйипех техникăпа ĕçлеме юрататпăр. Атте те хуçалăхра водительте тăрăшать. Шăллăм та автомеханика вĕренчĕ. Пичче те инженер. Анне вара ĕмĕрĕпех тăван хуçалăхра шут ĕçĕнче тăрăшать. Ача чухнех техника паркне чупаттăмăр. Автомашинăн е тракторăн мĕн пур пайне тытса пăхса ÿсрĕмĕр. Вăхăта интереслĕ ирттереттĕмĕр. Халĕ агроном пулма вĕреннĕрен çĕр ĕçне тарăнрах пĕлсе пыратăп, интересленсе çĕнĕлĕхсене ăша хыватăп. Çак çăмăл мар ĕçре мана хуçалăхра чылай çул тăрăшакансем пулăшса пыраççĕ. Вĕсем манран аслăрах та ăслăрах, – шухăшне вĕçлерĕ А.Воронов.

Палăртмалла, А.И.Воронов хуçалăхра тăрăшулăхпа палăрнăшăн виçĕм çул ЧР Президенчĕн стипендиачĕ пулчĕ. Çавăн пекех ăна тăватă çул хушшинче темиçе хутчен те Дипломпа, Хисеп грамотисемпе чысланă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика