Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Футбол вăййине кăмăллаççĕ

11 августа 2010 г.

Питĕркассипе Анат Чутай ялĕсенчи çамрăксем футбол вăййине мĕн ачаран хăнăхса ÿсеççĕ. Çак ăсталăха вĕсене В.Герасимов (спорт шкулĕн тренерĕ) вĕрентет. Владимир Валентинович вара спортшăн вăхăта пĕрре те шеллемест. Вăл çуллахи каникул тапхăрĕнче иккĕмĕш çул ĕнтĕ хăйĕн ячĕпе паракан Кубока çĕнсе илессишĕн турнир ирттерет. Вăйăсем Питĕркассинчи «Спартак» стадион çинче пулнă. Икĕ хутĕнче те Питĕркасси ял ачисем (капитанĕ А.Элеменкин) çĕнтернĕ, Кубоклă пулнă.

Кăçалхи турнирта В.Герасимов икĕ командăри футболистсене те тĕрлĕ номинацире хакласа чысланă. Акă «Чи лайăх футболист» ята А.Элеменкин тивĕçнĕ. «Чи лайăх бомбардир» – С.Трифонов, «Чи лайăх тапăнакан» – А.Декку, «Чи лайăх çурма хÿтĕлекен» – С.Фадеев, «Чи лайăх вратарь» – Ю.Михопаров, «Чи лайăх хÿтĕлекен» – Ю.Вазин. Ытти футболистсем те вăйăсенче хастарлăх кăтартнă.

Физкультурниксен кунĕнче асăннă ялсенчи футболистсем Питĕркасси ял тăрăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн кĕрешĕç.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика