Испуханский территориальный отдел Красночетайского муниципального отделаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культура çуртне юсаççĕ

24 июля 2010 г.

Юлашки çулсенче пур çĕрте те ялта ĕçлесе пурăнакан çамрăксене çуралнă тăрăхра тĕпленсе пурăнма майсем туса парассипе чылай ĕçлеççĕ. Акă Тралькасси ял тăрăхĕнче те çаплах. Малтанхи çулсенче кунти çамрăксене канма условисем туса парас тĕлĕшпе Культура çуртне юсаса çĕнетрĕç, спортзал хута ячĕç. Халĕ спорта юратакансем волейболла выляса вăхăта усăллă ирттереççĕ. Хăмарккапа Кив Ирчемес ялĕсенче пурăнакансем валли те çапла тума майсем пур: клуб çурчĕ пысăк, стенисем кирпĕчрен. Тралькасси ял тăрăхĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра кунта строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Культура ĕçченĕсем хăйсен вăйĕпех пысăк калăпăшлă ĕç пурнăçлаççĕ. Кĕçех хăмарккасен сывлăха çирĕплетмелли кану вырăнĕ пулĕ. Ял халăхĕ ырă ĕçпе кăмăллă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика