Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрисем шывсăр шар кураççĕ, теприсем...

21 июля 2010 г.

Типĕ, шăрăх çанталăк пуçланнăранпах Тỹскелсем шыв çуккипе нушаланаççĕ. _ Иртнĕ çулсенче те çуллахи вăхăтра шыв çитмен вăхăтсем пулман мар, анчах çакăн пеккине _ ĕçмелĕх, чей вĕретмелĕх те пăрăхран пĕр тумлам шыв юхманнине астумастпăр, _ теççĕ ял çыннисем. Уйрăмах Тукасра пурăнакансем шывсăр типеççĕ. Вĕсем пăрăх тăрăх килекен таса шыва çулла пуçланнăранпа ăсса курман. Касра, юрать, пĕр пусă сыхланса юлнă. Унсăрăн вĕсен паян мĕн курмаллаччĕ? Ĕлĕк урамсенче хăть пусăсем нумайччĕ. Анчах çынсен пурнăçĕ лайăхланса, тирпей-илем шайне ỹстерсе пынă ялсен сăн-сăпачĕ палăрмаллах улшăнчĕ. Халиччен усă курма хăнăхнă пусăсемпе тарасасен вырăнне ялсене çĕр айĕнчи çăл куçсенчен водопроводпа шыв пырать. Çавна май хальхи вăхăтра ялсен урамĕсенче пусăсем тăрса юлманпа пĕрех. Юлнă пулсан та вĕсенчен нумайăшĕ юсавсăр, усă курма юрăхсăр. Тỹскелсен нушине Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Сайкин, унăн çумĕ Ю.Блинов лайăх пĕлеççĕ. Юлашки вăхăтра вĕсем иккĕшĕ те хăйсен ĕç кунне шывпа тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене татса парассинчен пуçлаççĕ, ĕç кунĕ те çак ыйту таврах вĕçленет. Хăйсем кашни кун тенĕ пекех вырăнсене тухса ял халă-хĕпе тĕл пулаççĕ, типĕ, шăрăх çанталăк условийĕсенче шывпа перекетлĕ, тĕллевлĕ анчах усă курасси пирки аса илтереççĕ. _ Тỹскелсемпе мĕнле пулмаллине пĕлмелле мар. Яла шывпа тивĕçтерессинче кунта пурăнакансем, чи малтан, хăйсем йывăрлăх кăларса тăратаççĕ, _ тет ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. Иртнĕ эрнере В.Сайкинпа Ю.Блинов Тỹскелти Анаткасра кашни кун тенĕ пекех пулнă, шыв ыйтăвĕпе кăсăкланнă. Мĕн тейĕр? Иван Зайцев, Николай Алексеевич Егоров, Илья Митрофанов, Елена Яковлева, Николай Яковлевич Егоров, Николай Мальцев, Александр Кузьмин, Евлампия Иванова хуçалăхĕсенче ялти ытти çынсем шывсăр типнĕ вăхăтра та çĕр улми анисене пăрăхран пыракан шывпа саптарса шăвармалли хатĕрсем вырнаçтарма "çаврăнăçулăх" çитернĕ. Вĕсем кашнийĕ тенĕ пекех хăйсен пахчисенче 3-4 тонна кĕрекен шыв емкоçĕсене вырнаçтарнă. Кăнтăрла вĕсене колонкăсенчен шыв тултараççĕ, çĕрле никам курман чухне çĕр улми анисене шăвараççĕ. Пĕр сăмахпа, çак çынсем шыв нушине сисмесĕрех çу каçаççĕ, теприсем шар кураççĕ...

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика